Пирĕн шкулта — чаплă хăнасем

12 Çу, 2016

Чăваш чĕлхи кунне республикăра анлă уявларĕç. Мăн Этмен шкулĕ те айккинче юлмарĕ. Çак уява паллă тума палăртнă кун пирĕн пата республикăмăрăн тĕп хулинчен хисеплĕ хăнасем килсе çитрĕç: Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши, «История великого народа» фильм продюсерĕ тата режиссерĕ Юрий Михеев, Юрий Сергеев.

Хăнасене авалтан пыракан ырă йăлапа килĕшсе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Фойере чăваш халăхĕн историйĕ çинчен калакан пĕрремĕш фильм экспозицине кăтартса панă тата шкул ачисем тĕрлĕрен мастер-класс ирттерчĕç. Акт залĕнче Юхма Мишши кĕнекисен куравĕ уçăлчĕ.

Уяв «Алран кайми аки-сухи» юрăран пуçланчĕ. Вĕренекенсем çыравçăн сăввисене пăхмасăр каласа пачĕç. Мероприятие педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш Енри Писательсен союзĕн членĕ, Мăн Этмен шкулĕн директорĕ пулнă А.П.Трофимов малалла тăсрĕ. Тĕлпулăва хатĕрленсе вăл ятарласа илемлĕ сăвă çырнă, ăна чунтан хавхаланса вуласа пачĕ. Çак шкултанах вĕренсе тухнă Юрий Георгиевич Михеев вара чăваш халăхĕн историйĕ çинчен калакан пĕрремĕш фильма мĕнле ÿкернине пĕлтерчĕ. Юхма Мишшипе Юрий Сергеев та сăмах илчĕç, шкулта хăйсене ăшă кăмăлпа йышăннăшăн тав турĕç, тепре килме те кăмăл пуррине палăртрĕç. Шкулти истори вĕрентекенĕ Н.И.Полозин хăнасене Мăн Этмен шкулĕ çинчен çырса кăларнă кĕнекине парнелерĕ.

Кайран шкулĕпех «История великого народа» документлă илемлĕ фильм курчĕç. Çак фильма пăхсан пире мĕншĕн чăваш тесе чĕннине ăнланма пуçлатăн. Халăх историне питĕ кăсăклă уçса парать вăл.

«История великого народа» фильма наци концепцийĕ пек йышăннă, вĕренÿ учрежденийĕсенче кăтартма сĕннĕ. Пĕтĕм чăвашсен «Эпĕ — патриот» акципе килĕшÿллĕн кăçалхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа ăна Шупашкарти «Три пингвина» кинотеатрта курма пулать.

Мероприяти вĕçĕнче шкул ачисем хăнасемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Татьяна ГОРБУНОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Мăн Этмен шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.