«Çар открытки» акци пĕтĕмлетĕвĕ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалласа ЧР ачасемпе çамрăксен библиотеки ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен «Çар открытки» акци ирттерчĕ.
Çуркуннепе пĕрле кашни киле, кашни çемьене Çĕнтерÿ уявĕ килсе кĕрет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин асаплă çулĕсем пирĕнтен инçерех те инçерех юлса пыраççĕ. Анчах çав çулсен тискерлĕхне курнă мăн асаттесемпе асаннесем çинчен нихăш çемье те манмасть. Тăван çĕршывшăн çапăçса пуç хунисене, вăрçăпа тыл ветеранĕсене çынсем асрах тытаççĕ.
Республика акцине Элĕк, Патăрьел, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк районĕсенчи; Канаш, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисенчи вулакансем, вĕрентекенсемпе библиотекарьсем хутшăнчĕç — пĕтĕмпе 350 çын 400 ытла открытка хатĕрленĕ.
Акцире Шупашкарти 106-мĕш «Кораблик» ача садне çÿрекенсем /воспитателĕсем — Юлия Иванова тата Наталья Козловская/, «Эпĕ асамçă мар-ха, вĕренетĕп кăна» клуб хастарĕсем /ертÿçи — Татьяна Терентьева/, 49-мĕш шкулти 7-мĕш класс вĕренекенĕсем /вĕрентекенĕ — Людмила Никифорова/, 37-мĕш шкулти 1-2-мĕш класс ачисем /вĕрентекенĕ — Алевтина Кузьмина/, 17-мĕш шкулти 3-мĕш тата 7-мĕш класс вĕренекенĕсем /вĕрентекенĕ — Ираида Павлова/, Экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем /преподавателĕ — Светлана Шарова/, 36-мĕш шкул вĕренекенĕ Дима Шангараев, Куславкка районĕнчи Тĕрлемес салинчи «Василек» ача сачĕн воспитателĕ Ольга Сидоркина тата Шупашкар хулинчи çамрăксен правительствин ĕçченĕсем палăрчĕç.
Пур открыткăна та Чăваш ÿнер музейĕн хальхи искусство центрĕнче, Шупашкарти Калинин районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрта, Трактор тăвакансен культура керменĕнчи уяв концерчĕ умĕн, вăрçă ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене, Ленинград блокадине тÿссе ирттернисене, фашист тыткăнне лекнисене тата вăрçă ачисене парнеленĕ.
Ветерансен тав сăмахĕсем библиотека ĕçченĕсене татах та хавхалантарчĕç. Акцие хутшăнакансен сăмахĕсене илсе парас килет: «Эпир ас тăватпăр, юрататпăр, хаклатпăр!!!», «Чун-чĕререн Сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çывăх çынсен пулăшăвĕпе тимлĕхне сунатпăр! Сирĕн çемьере яланах тăнăçлăхпа ăнăçу хуçалантăр». Тавах сире пуç çийĕнчи лăпкă тÿпешĕн!!!
Татьяна ЗАХАРОВА.
Комментари хушас