Çĕнтерсен мачча çÿллĕш сикме хатĕр
Йăл кулăллă Андрей Сыкин... Çав тери сăпайлă, ырă кăмăллă, «5» паллăсемпе çеç вĕренет, çут çанталăка чунтан юратать. Кăçал çиччĕмĕш класран вĕренсе тухать вăл.
— Ку таранччен нихăçан та, никама та кÿрентерни пулман унăн. Çын çине сассине хăпартмасть. Кирек камран та ун пирки ыррине çеç каланине илтме пулать. Пĕлесчĕ сирĕн, хĕрачасем епле хисеплеççĕ ăна! Ара, Андрей пек хастара епле кăмăлламăн? «Пирĕн Андрей маттур та пултаруллă, вăл темле сăлтава пула шкула килеймесен — унсăр тунсăх та кичем. Районти, республикăри олимпиадăсенчен çĕнтерÿпе таврăнсан эпир хĕпĕртенипе мачча çÿллĕш сикме хатĕр», — теççĕ. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраканскертен тус-юлташĕ час-час пулăшу ыйтать. Хирĕçлемест вăл. Май килнĕ таран вĕсене çăмăллăх туса паратех, — ыррине çеç калаççĕ Андрей пирки шкулти педагогсем те.
Андрей вăрçă çинчен кĕнекесем шĕкĕлчеме юратать. Вуласа тухсан кирек кама унăн содержанийĕпе паллаштарать. Паян та авă тусĕсемпех вăл. Калаçать те, калаçать. Пĕр чарăнми, пĕр ывăнми.
— Фронтри пурнăç кашниншĕн вăрăм пулнă. Сехетпе те, кунпа та шутласа кăларма хĕнтерех. Сахал-и, нумай-и — тăватă çула яхăн. Тăван çĕршывăн телейлĕ кун-çулĕшĕн çапăçса пирĕн салтаксем нумай терт-нуша курнă, — терĕ те юлашкинчен шухăша путрĕ.
Унтан ассăн сывларĕ. Сăмахĕ пĕтрĕ-ши вара, мĕн вуланине йăлтах каларĕ-ши?.. Тем асне килчĕ-ха. Куçĕ пăхать хăйĕн, анчах çывăхра ларакансене курассăн туйăнмасть. Унтан, ыйхăран хаваслăн вăранса кайнă пек, куçĕ йăлтăртатрĕ, вара юнашар вырнаçнисене выляса та йăл-йăл кулса кăтăкласа илчĕ.
— Мăн мăн асаттесемпе кукаçисем, асаннесемпе кукамайсем нимĕçсене тĕп туса пире телейлĕ пурнăç парнеленĕ. Çавăнпа ак паян та хаваслă эпир. Вылятпăр, кулатпăр, кăмăлпа шкулалла чупатпăр. Атте-анне çунатти айĕнче лăпкă пурăнатпăр. Час-часах тÿпене ялтăртатса хĕвел шуса тухать авă. Чи кăмăлли — ăшшине пурин çине те пĕр пек сапалать. Тата мĕн кирлĕ пире кунтан ытла? Сывлăх çеç пултăрччĕ, ытти йăлтах хамăртан килет. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе тĕрĕс-тĕкел çеç утасчĕ, — терĕ Андрей.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Улатăр районĕ,
Кивĕ Эйпеç.
Комментари хушас