Нумаях пулмасть кăна Чулхула облаçĕнче çул çинчи аварире Мускавран ĕçлесе таврăнакан чăвашсем вилни çинчен хыпар пулнăччĕ. Халь каллех кÿршĕ облаçра пысăк инкек пулнă: ку хутĕнче те пирĕн ентешсем те шар курнă.
Ĕнер Правительство çуртĕнче Çĕнтерÿ кунне республикăра йĕркелесе уявлассишĕн яваплă ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕренпе 71 çул çитнине халалласа республикăра çак кунсенче 2,5 пин мероприяти иртмелле. Вĕренÿ учрежденийĕсенче, предприятисемпе организацисенче вăрçă ветеранĕсене чыслĕç, парнесемпе хавхалантарĕç. Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх — сывлăх шайне кура тухса çÿрейменнисене асăнмалăх парнесене киле пырса парĕç.
Паян, Çуркуннепе Ĕç уявĕнче, Шупашкарти тĕп урамсемпе 32 пин çын утрĕ. Колоннăра тĕп хулари предприятисемпе организацисен, политика партийĕсен представителĕсем пулчĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕрле Шупашкарти Пукравпа Татиана чиркĕвĕнче Христос чĕрĕлнĕ ятпа иртнĕ кĕлле хутшăннă.
Паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорне суйлаççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх — суйлава виçĕ кандидат хутшăнĕ. Вĕсен йышĕнче — «Агро-Инновации» КУП директорĕ, биологи наукисен кандидачĕ Николай Васильев. Унăн кандидатурине Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕ сĕннĕ.
Николай Иванович хăй вăхăтĕнче асăннă вузранах вĕренсе тухнă. Аслă шкулăн зооинженери факультечĕн деканĕнче, ун хыççăн ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕнче, АПК ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институт ректорĕнче ĕçленĕ. 2012 çулхи ака-раштав уйăхĕсенче ЧПЯХА ректорĕ пулнă.
Чăн та, "Герой мар" темешкĕн иртерех пуль — приговор вăя кĕмен-ха, анчах Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ хăйĕн вердиктне пĕлтернĕ ĕнтĕ.
Суд умне 36 çулти Раççей Геройĕ Евгений Борисов, унăн 33-ри шăллĕ Олег, 27-42 çулсенчи Сергей Дмитриев, Радий Ершов, Юрий Капитонов, Сергей Семенов тăнă. Вĕсене астармăш вăйăсем йĕркеленĕшĕн тата взятка панăшăн айăпланă. Тепĕр фигурант — тĕп хулари полици пайĕсенчен пĕрин пуçлăхĕ пулнă 46-ри Игорь Иванов. Вăл взятка илнĕшĕн явап тытнă.
Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран çумăр çума пултарать. Паян, ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, кăнтăрла — 12-17, каçхине 3-8 градус ăшă пулать. Ыран, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, кăнтăрла — 12-16, каçхине 1-6 градус ăшă пулать. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, кăнтăрла — 10-15, каçхине — 2-5 градус ăшă.
Çил хĕвелтухăç енчен 7-12 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 4 сехет те 46 минутра тухать, каçхине 20 сехет те 8 минутра анать. Кун тăршшĕ — 15 сехет те 21 минут.