Канмалли кунсенче пушар ытларах тухать

29 Ака, 2016

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор Пушар хуралĕн кунĕ умĕн ирттернĕ пресс-конференцире çакнашкал статистикăпа паллаштарчĕ: пушарсенчен нумайăшĕ канмалли кунсенче тухать /кăçалхи шăматкунсенче — 48/, çынсем вут-çулăмра ытларах чухне вырсарникунпа тунтикун вилеççĕ /8-шар çын/. «Хĕрлĕ автан» нумай чухне çĕрле — çур çĕртен пуçласа ирхи 2 сехетре /37 пушар/ — «ташлать». Этем тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса вилни тĕпрен илсен каçхине — 20-22 сехетсенче /7 çын/ пулать.

Пĕтĕмпе кăçал пирĕн республикăра 269 пушар тухнă /ака уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне/, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 16% сахалрах, 36 çын вилнĕ /25% сахалрах/. Çут тĕнчерен уйрăлнисен 36% эрех ĕçни паллă. Вут-çулăм алхасасси тата çакнашкал инкексенче çын вилесси Элĕк, Комсомольски, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче ÿснĕ.

Станислав Антонов Шупашкарти «Радужный» микрорайонта хăпартакан 16 хутлă çуртра ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче тухнă пушар пирки те — вăл хулара пурăнакансене самаях пăшăрхантарнă — ăнлантарса пачĕ. Инкек сăлтавĕ — çурт тăрринче хăвăрт хыпса илекен материалсен /рубероид рулонĕсем, утеплитель/ çумĕнчех çулăмпа усă курса стройка ĕçĕсем ирттерни. Строительство организацийĕсен ĕçченĕсем çил вăйлă пулнине шута илмен, çавăнпа вут хăвăртах вăй илнĕ, иртен-çÿренĕн сехрине хăпартнă. Юрать, никам та шар курман.

Çăлав службисем пушар тухас хăрушлăх ÿсекен тапхăра мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă май генерал-майор РФ суб±екчĕсен, çав шутра Чăваш Енĕн те, хатĕрлĕхне кашни çулах ведомствăсен хушшинчи комисси тĕрĕсленине каларĕ. Пирĕн республикăра 12 ял-поселок, 4 ача-пăча лагерĕ, 1 сад юлташлăхĕ, 14 кану бази вăрманта е унпа юнашар вырнаçнине пĕлтерчĕ. Шăпах вĕсенче пушар алхасас хăрушлăх пысăк. Асăннă тăрăхсемпе об±ектсене çÿлерех асăннă комисси тĕрĕсленĕ, вĕсем пурте ятарлă правилăсене çирĕп пăхăннине палăртнă. Республикăра вăрман пушарĕсене сÿнтермелли пĕтĕмĕшле план çирĕплетнĕ. Çут çанталăкăн асăннă синкерĕ мĕн тери пысăк сиен кÿме пултарнине тĕпе хурсах ĕнтĕ ял-хулана, экономика об±екчĕсене тата социаллă инфратытăма вăрман пушарĕсенчен хÿтĕлес ыйтăва Раççей Федерацийĕн пĕтĕм суб±ектĕнче иртнĕ нумай тапхăрлă команда-штаб вĕренĕвне те кĕртнĕ. Аса илтеретпĕр: пысăк пĕлтерĕшлĕ çак вĕренÿ пĕтĕм регионта, çав шутра, паллах, Чăваш Енре те, кăçалхи ака уйăхĕн 25-28-мĕшĕсенче иртнĕ, унта регионсен хушшинчи тата федераци шайĕнчи çут çанталăк тата техногенлă синкерсене сирес енĕпе нумай мероприяти йĕркеленĕ. «Чăваш Республики пушар тухас хăрушлăх палăрмаллах ÿсекен тапхăра хатĕр», — пĕтĕмлетрĕ Станислав Юрьевич.

Тĕп управлени пуçлăхĕ уçă çĕрте вутпа усă курмалли тата кăвайт чĕртмелли йĕркесене те тепĕр хут аса илтерчĕ. Çу уйăхĕнчи уявсенче нумайăшĕ дачăра ĕçлет, теприсем шашлăк ăшалаççĕ. Çÿп-çап çунтарнă е ытти тĕллевпе кăвайт чĕртнĕ чухне çав лаптăка тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатмаллине, ун йĕри-тавра çĕре чавмаллине, юнашарах шыв тултарнă витре, огнетушитель пулмаллине палăртрĕ. Паллах, ку ĕçе çурт-йĕртен тата йывăçсенчен аяккарах тумалла, кăвайта сăнасах тăмалла, çиллĕ çанталăкра ăна пачах та чĕртмелле мар. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнисен штраф тÿлеме тивĕ. Кăçал çу уйăхĕн 1-мĕшĕ Мăнкунпа тÿр килет, çавна май пушарнăйсен уяв кĕллисем иртекен чиркÿсенчи лару-тăрăва та сăнасах тăмалла пулать.

Пресс-конференцире МЧС тытăмĕнчи Пушар хуралĕн çулталăкĕн тĕллевĕсене те сÿтсе яврĕç. «Унăн тĕллевĕ — пушар хуралне аталантарасси, пушарнăй профессийĕн ят-сумне халăх хушшинче ÿстересси, Раççей МЧСĕн йăли-йĕркине туса хурас ĕçĕн тухăçлăхне пысăклатасси. Кăçал пушар-çăлав подразделенийĕсен йышне ÿстерме тата вĕсен майĕсене анлăлатма планланă. Вут-çулăмпа кĕрешекенсене пушар-çăлав техникин хальхи йышши пысăк технологиллĕ тĕслĕхĕсене пама йышăннă», — терĕ Станислав Юрьевич çĕнĕ техникăсенчен нумайăшне Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре кăçалхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче йĕркелекен Хăрушсăрлăх кунĕнче курма май пуррине палăртнă май. Çав мероприятире ачасем валли те, çитĕннисемшĕн те кăсăкли, курмалли-пĕлмелли нумай пулĕ, унта пурне те хапăлласа кĕтеççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.