Хăрушсăрлăха пăхăнмаллах
Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче ĕç сыхлавĕн кунне паллă тăваççĕ. Çавна май Раççей Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ çынсем производствăра суранланнă тĕслĕхсемпе пĕлтĕр тата кăçал пуçарнă уголовлă ĕçсене еплерех тишкернине пĕтĕмлетрĕ.
2015 çулта хăрушсăрлăха пăхăнманран 16 уголовлă ĕç пуçарнă: ĕç сыхлавĕн правилисене пăснинчен пуçласа çынна асăрханмасăр вĕлернĕ /8 тĕслĕх/ таранах. Кăçал та çулталăк пуçланнăранпа кунашкал 3 уголовлă ĕç пуçарма ĕлкĕрнĕ. Шел те, 2 тĕслĕхре çын пурнăçĕ татăлнă.
Çынсем производствăра аманнă тĕслĕхсем пур. Пĕлтĕр кунашкалли Шупашкарта — 6, Çĕнĕ Шупашкарта — 4, Вăрнар, Красноармейски, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенче 1-ер ĕç. Кăçал та Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тата Красноармейки районĕсенче ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма ĕлкĕрнĕ. Уйрăмах строительство тытăмĕ инкеклĕ — 8 уголовлă ĕç. Промышленноç производствипе ял хуçалăхра — 4- шар.
Следстви практики кăтартнă тăрăх, производствăра аманни чылай чухне яваплă çынсем хăйсене пăхăнса тăракансем хăрушсăрлăха пăхăннине тĕрĕслеменнипе, хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтерменнипе, юсавсăр оборудованипе ĕçлеттернипе, инструктаж ирттерменнипе, çавăн пекех тепĕр чухне ÿсĕр çынсене те ĕçлеме ирĕк панипе çыхăннă.
Акă Вăрнар районĕнчи сысна ĕрчетекен комплекс агрономне те вăл пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче ÿсĕр арçынна тырă типĕтекен участокра ĕçлеме ирĕк панăшăн айăпланă. Унта вара ятарлă хÿтлĕх решетки пулман. Ĕçленĕ май арçыннăн кĕсье телефонĕ бункера тухса ÿкнĕ. Арçын ăна илме аннă. Çак самантра ун çине тырă йăтăнса аннă, сывлăш çитменрен вăл вырăнтах вилнĕ.
Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчех Шупашкарта Ярмăрккă урамĕнче хĕрарăм асфальтоукладчик айне пулса вилнĕччĕ. /Кун çинчен хаçатра тĕплĕ çырса пĕлтернĕччĕ. - Ред./.
Юпа уйăхĕнче Шупашкарти пĕр предприятире вара юсавсăр преса ĕçлеттернĕрен инкек пулнă. Унăн 3 килограмм таякан тимĕр пĕр пайĕ вĕçсе тухса пĕр ĕçчен пуçнех пырса çапнă, йывăр амантнă. Ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнманнишĕн цех пуçлăхне айăпланă.
Нарăс уйăхĕнче саккăрмĕш хутран лифт шахтине ÿкнĕ строитель тĕлĕнмелле майпа кăна чĕрĕ юлнă. Шăтăка кашни хутра хунă хăмасем çине ÿксе, вĕсене хуçса пынăран çеç вилесрен хăтăлнă. Строитель икĕ урине те хуçнă.
Лифт шахтине ÿксе вилнĕ тĕслĕх пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнче те пулнăччĕ. Анчах арçын çине çиелтен металл япаласем тиенĕ тележка ÿкнĕрен вăл чĕрĕ юлма пултарайман. Организаци гендиректорне условлă майпа 1,5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă.
Утă уйăхĕнче Шупашкарти Ленинла Комсомол урамĕнчи стройкăра 7-мĕш хутран 39 çулти каменщик ÿксе вилнĕччĕ. Ку тĕслĕхре ĕç паракана строительство ĕçĕсене пурнăçланă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн, çавна май асăрханмасăр çынна вĕлернĕшĕн айăпланă.
2015 çулхи кăрлач уйăхĕнче Шупашкар районĕнче пулнă инкек вара хуçалăх ĕçченне хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарманран сиксе тухнă. Çавна май арçын тракторпа ĕçленĕ чухне урасăр юлнă.
Производствăра аманнисене хÿтĕлес тĕлĕшпе Следстви управленийĕ ытти органсемпе пĕрле малашне те ĕçлĕ.
Олег ДМИТРИЕВ,
РФ СК ЧР управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи.
Комментари хушас