Олег ДМИТРИЕВ

30 Ака, 2016

Хăрушсăрлăха пăхăнмаллах

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче ĕç сыхлавĕн кунне паллă тăваççĕ. Çавна май Раççей Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ çынсем производствăра суранланнă тĕслĕхсемпе пĕлтĕр тата кăçал пуçарнă уголовлă ĕçсене еплерех тишкернине пĕтĕмлетрĕ.

2015 çулта хăрушсăрлăха пăхăнманран 16 уголовлă ĕç пуçарнă: ĕç сыхлавĕн правилисене пăснинчен пуçласа çынна асăрханмасăр вĕлернĕ /8 тĕслĕх/ таранах. Кăçал та çулталăк пуçланнăранпа кунашкал 3 уголовлă ĕç пуçарма ĕлкĕрнĕ. Шел те, 2 тĕслĕхре çын пурнăçĕ татăлнă.

6 Юпа, 2015

Следстви кăтартĕ

«Следствие покажет» - РФ Следстви комитечĕн массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытакан управленийĕ пуçарнипе çакăн пек ятпа «Красный квадрат» студи телекăларăмсен ярăмне хатĕрленĕ, вăл Пĕрремĕш каналпа эфира тухĕ. Документлă ярăм никĕсне СК следователĕсем тĕпченĕ чăн уголовлă ĕçсен материалĕсене хывнă.

Проекта комитетăн тĕп криминалистика управленийĕн сотрудникĕсем, çавăн пекех регионсенчи следстви управленийĕсен следователĕсем хутшăннă. Тĕрлĕ вăхăтри пулăмсене актерсене тата преступленисене уçса пама тÿрремĕнех хутшăннисене явăçтарса реконструкциленĕ.