Следстви кăтартĕ

6 Юпа, 2015

«Следствие покажет» - РФ Следстви комитечĕн массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытакан управленийĕ пуçарнипе çакăн пек ятпа «Красный квадрат» студи телекăларăмсен ярăмне хатĕрленĕ, вăл Пĕрремĕш каналпа эфира тухĕ. Документлă ярăм никĕсне СК следователĕсем тĕпченĕ чăн уголовлă ĕçсен материалĕсене хывнă.

Проекта комитетăн тĕп криминалистика управленийĕн сотрудникĕсем, çавăн пекех регионсенчи следстви управленийĕсен следователĕсем хутшăннă. Тĕрлĕ вăхăтри пулăмсене актерсене тата преступленисене уçса пама тÿрремĕнех хутшăннисене явăçтарса реконструкциленĕ.

Фильм нумай çынна вĕлернĕ преступниксене шырани, ачасене вăрланă тĕслĕхсене, кăткăс коррупци преступленийĕсене тĕпчени, суя эмел, суррогат шутланакан алкоголь сутакансен ĕçне пÿлни, «хура риелторсен» мăшкăлĕ пулнă çынсене çăлни, çавăн пекех терактсемшĕн айăплисене тупса палăртни çинчен каласа парать.

Çак преступленисен тĕпчевĕпе паллашнă май куракан криминалистика лабораторийĕсем мĕнле ĕçленине, оперативлă ÿкерÿсене, допроссем ирттернине курма-хаклама пултарĕ. Çакă вăл е ку верси мĕншĕн çуралнине, вĕсем тĕпчеве мĕнле витĕм кÿнине, тĕрлĕ преступление мĕнле уçса панине тата преступниксене мĕнле тытса чарнине ăнланма пулăшĕ. Урăхла каласан, кăларăмсен ярăмĕнче следовательсемпе криминалистсен ĕçĕн тĕрлĕ тапхăрĕ тĕплĕ сăнланнă.

Кăларăмсен ертÿçи - Следстви комитечĕн массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытакан управленийĕн ертÿçи Владимир Маркин.

Олег ДМИТРИЕВ,

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри

следстви управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи

Рубрика: