Чăваш Ен çыннисем те вилнĕ

5 Çу, 2016

Нумаях пулмасть кăна Чулхула облаçĕнче çул çинчи аварире Мускавран ĕçлесе таврăнакан чăвашсем вилни çинчен хыпар пулнăччĕ. Халь каллех кÿршĕ облаçра пысăк инкек пулнă: ку хутĕнче те пирĕн ентешсем те шар курнă.

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче кăнтăрла Бор хулинчи Коммунизм урамĕнче çĕкленекен нумай хутлă çуртра взрыв пулнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх — газ оборудованийĕ сирпĕннĕ. Стройкăра çуртăн иккĕмĕш хутĕнче дизель компрессорĕ сирпĕннĕ, ун çумĕнче вара икĕ газ баллонĕ пулнă-мĕн... Взрыва пула тăватă строитель вилнĕ, тата тăваттăшĕ йывăр суранланнă. Малтанах вĕсем пурте Чăваш Енрен тесе пĕлтернĕччĕ те — ку тĕрĕс мар пулас. Вилнисенчен иккĕшĕ — Шупашкартан. Вĕсен ÿчĕсене Чăваш Ен тĕп хулине илсе килнĕ ĕнтĕ.

Взрыв хăвачĕ питĕ пысăк пулни куçкĕрет. Социаллă сетьсенче Чулхуласем çаплах çыраççĕ: «Çывăхра пурăнатăп. Взрыв кĕрленĕ хыççăн пирĕн çурт та чĕтренсе илчĕ», «Çав вăхăтра эпир урамраччĕ — взрыв хумĕ пире те пырса çапрĕ. Стройкăри кран çаклатнă бетон плита та персе анчĕ. Çывăхри çуртсен хăшпĕр кантăкĕ те ваннă. Вилнисем иккĕшĕ Чăваш Енрен, тепри Хусантан. Чулхула облаçĕн çынни те пур», «Питĕ хăватлă взрыв. Тăваттăн вилнине пĕлетĕп. Тата ултă çынна больницăна илсе кайнă. Хăшĕсем — питĕ йывăр. Çынсен виллисем унталла-кунталла ывтăнса кайнă — пăхма хăрушă. Взрыв пулнă вырăнта бетон плита çинче метр çурă сарлакăш шăтăк юлнă».

Следстви комитечĕн Чулхула облаçĕнчи следстви управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх — асăннă тĕслĕхпе Уголовлă кодексăн 216 статйин 3-мĕш пайĕпе /строительство ĕçĕсене пурнăçланă чухне хăрушсăрлăх правилисене уяманнине кура икĕ е ытларах çынна вилĕм кÿни/ уголовлă ĕç пуçарнă. Следовательсем свидетельсене тĕпчеççĕ, тĕрлĕ енĕпе экспертизăсем ирттереççĕ.

Н.КОНОВАЛОВ.

Рубрика: