Пурнăçа пĕрле аталантармалла

30 Ака, 2016

Камăн мĕн ыратать — çавăн çинчен калаçать текен каларăш чăнлăхне Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Чăваш Енри штабĕн эксперчĕ ака уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче Йошкар-Олара иртнĕ форумра çирĕплетрĕ. Эксперта нимрен ытла... çÿп-çап пăшăрхантарать. /Пăшăрхантармасăр! Хăй те шăпах çак ĕçпе тăранса пурăнать мар-и?/ Çапла вара республикăра пурăнакансене нимрен ытла хумхантаракан ыйтăва мар /шанчăклă çăлкуçсем систернĕ тăрăх, маларах пачах урăххи пирки сăмах хускатма палăртнă иккен/, “пĕр çăкăра мĕнле пайламалли” пирки ыйтнă Раççей Президентĕнчен. Владимир Владимирович темиçе хутчен те хушма ыйтусем панă хыççăн мĕн пирки сăмах пынине аранах ăнкарса илнĕ — ыйту параканни питĕ хумханнипе йĕркеллĕ ăнлантарайман-мĕн. Республикăри çÿп-çап çĕнĕ полигонĕ, ыйту шăпах унпа çыхăннă, лицензисĕрех ĕçленине пĕлсен Путин, чăн та, тĕлĕннĕ, çирĕп тĕрĕслемешкĕн хушассине пĕлтернĕ. Çапла вара чăвашшăн çÿп-çап ыйтăвĕ тĕп вырăна тухнă — ун айне путса вилме пуçланă тейĕн /нумаях пулмасть кăна-ха вара эпир чи таса та хăтлă хулаччĕ/. Журналистсем — чĕрĕ халăх, оперативлăхпа палăрса тăраççĕ. Йошкар-Олара хускатнă ыйтăва республика Пуçлăхĕ патне тепĕр кунах çитерчĕç. Çакна тума вĕсен майĕ те пулчĕ — ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Михаил Игнатьев МИХ ĕçченĕсене шăпах черетлĕ пресс-конференцие пухрĕ. Анчах çÿп-çап ыйтăвĕ сенсацие çаврăнмарĕ. Çапла, хальлĕхе лицензи çук, ăна илес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Анчах çĕнĕ полигон санитари тата ытти нимĕнле нормăна та пăсмасть, ку тĕлĕшпе ăна надзор органĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Çÿп-çапа уйăрса суйлаççĕ. Ăна илсе тухас, тирпейлес тата упрас тĕлĕшпе те тарифсем, хайхи эксперт Йошкар-Олара каланă пек, 16 хутчен ÿсмен. Тепĕр тесен, ăна тĕрĕслемешкĕн пачах та йывăр мар — кашни хваттерех уйăхсерен квитанцисем пыраççĕ, унта вара йăлтах палăртнă. Пресс-конференцие çивĕч калаçу итлеме пынисен кăмăлĕ çырлахмарĕ ахăр — Михаил Васильевич ытти кирек хăш ыйтăва та туллин, çав хушăрах лăпкăн хуравларĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ мероприяти тăршшĕпех тенĕ пек çак шухăша палăртрĕ — республикăри пур программăна та, проекта та уççăн пурнăçлаççĕ, “пĕр-пĕр пуçлăх пÿлĕмĕнче мар”, халăхпа сÿтсе яваççĕ, апла тăк — влаçăн çынсенчен пытармалли нимĕн те çук.

2 сехет 13 минут тăсăлнă пресс-конференцире Михаил Игнатьев 60 журналистăн 28 ыйтăвне хуравласа ĕлкĕрчĕ. Калем ăстисем яланхи пекех политикăран пуçласа республика Пуçлăхĕн çемйи таранчченех ыйтса пĕлме тăрăшрĕç. Калăпăр, Михаил Васильевич спортпа туслине пурте пĕлеççĕ, анчах та вăл хоккейла вылянине МИХ ĕçченĕсенчен хăшĕ-пĕри тĕшмĕртмен те. “Çапла, вылятăп, эрнере иккĕ те пухăнатпăр. Кăмăлăр пулсан сире те хамăрăн командăна чĕнетĕп. Хоккей — чăн-чăн арçынсен вăййи”, — пĕтĕмлетрĕ республика Пуçлăхĕ çак ыйтăва çапах та арçынсем мар, хĕрарăмсем çĕкленинчен пачах та тĕлĕнмесĕр.

Михаил Игнатьев журналистсемпе кашни çулах тĕрлĕ вырăнта тĕл пулать. Хальхинче калем ăстисене Правительство çурчĕн 17-мĕш хутне йыхравларĕç /халăхра вăл “орден-медальпе чысламалли зал” ятпа паллă/. Ĕçлĕ калаçăва пуçличчен Михаил Васильевич пухăннисене тав турĕ — профессионализмшăн, регионти лару-тăрăва обћективлă çутатнăшăн. Çивĕч чĕлхеллисем мĕн пирки калаçу пуçарассине пĕлсе — МИХ ĕçченĕсемпе официаллă ытти мероприятире те тăтăшах тĕл пулма тивет-çке — Михаил Игнатьев малтанах 2016 çулхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Республика йывăр лару-тăрура та малаллах талпăнни цифрăсенчен курăнать. Калăпăр, промышленноç аталанăвĕн индексĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталта 106,8% танлашнă. Экономикăри санкцисем хамăра аталанма чăнласах пулăшрĕç — производствăна модернизацилесси вăй илсе пырать. Апат-çимĕç отраслĕн аталанăвĕн индексĕ 116,3% танлашнă. Ял хуçалăхĕнче те ырă улшăнусем пур, чи малтанах выльăх-чĕрлĕх отрасльне палăртмалла: ÿсĕм — 112,3%. Республика ача сачĕсем çĕклес енĕпе паха опыт пухнă. Ĕнтĕ шкулсен черечĕ çитнĕ — киввисене юсаса çĕнетмелле, çĕннисем те кирлĕ. Çитес 10 çулта Чăваш Енре 32 шкул юсамалла тата çĕнĕрен çĕклемелле. Çак тĕллевпе 583 млн тенкĕ килмелле республикăна. Гладков урамĕнче шкул тума пуçланă ĕнтĕ. Паян Шупашкарта ачасен 7% каçхи сменăра вĕренет, çак ыйтăва çитес вăхăтрах татса памалла.

“Экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăрах хамăр обязательствăсене пурнăçлама тăрăшатпăр, палăртнă программăсемпе проектсене пурнăçа кĕртетпĕр. Чи кирли паян — çак кăтартусене сыхласа хăвармалла, чакмалла мар”, — пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев хăй журналистсемпе уççăн калаçма хатĕррине систерсе.

Республикăра

Политика, промышленноç, экономика, ял хуçалăхĕ, сывлăх хуралĕ, вĕренÿ, спорт, çул-йĕр — журналистсен вичкĕн куçĕ йăлтах асăрхать, пурне те пĕлесшĕн вĕсем. Сăмахран, Йошкар-Олари форум хыççăн РФ транспорт министрĕ Максим Соколов Шупашкара мĕнле ыйтупа килнĕ? Паллах, çул-йĕр ыйтăвĕпе. Тĕлпулун усси пур. Федераци пĕлтерĕшлĕ 21,6 çухрăм çула пăхса тăмашкăн республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрма пăрахас шанăç пур. Унсăр пуçне, Шупашкарти Мускав районне хулапа çыхăнтаракан кĕпере туса пĕтермешкĕн пулăшма пултарĕç. Айхи тата Фучик урамĕсен хĕресленĕвĕнчи кĕпер тĕлĕшпе тухса тăнă кăткăслăха та сирме май килĕ. “Савăнтарма та пултаратăп, — терĕ Михаил Васильевич, — Дмитрий Медведев премьер ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн, социаллă обћектсем валли Чăваш Ене 610 млн тенкĕ уйăрмалла. Пĕтĕмĕшле пулăшу 916 млн тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсене аталантармашкăн 85 млн тенкĕ пăхса хунă. Çапла вара çĕршыв хыснинчен пире тивекен пулăшу 1 млрд тенкĕрен те иртет. Юлашки çулсенче кун пеккине курманччĕ-ха эпир.

Кăçал çулсем вăйлă арканни пирки çĕршывĕпех калаçаççĕ. Çак тĕллевпе Раççей Президенчĕ хыснаран кăçал 40 млрд тенкĕ уйăрма хушнă. Унтан республикăна çĕршер миллион тенкĕ лекесси иккĕлентермест”.

Калаçтаракан тепĕр ыйту — регионсене пĕрлештересси. Вăхăт-вăхăт таçтан сиксе тухать вăл. /Маларах пирĕн республикăна Тутарстанпа тата Чулхула облаçĕпе пĕрлештересшĕнччĕ. Хальхинче ку ыйтăва Федераци Канашĕнче экономика политикин комитечĕн председателĕн заместителĕ Сергей Калашников çĕкленĕ — вăл Чăваш Ене Мари, Мордва республикисемпе пĕрлештерме сĕнет. Чи кирли, çĕнĕ субћектра наци сĕмĕ те пулмалла мар. — М.И./. Михаил Игнатьев çак шухăша тĕпрен хирĕçлерĕ. “Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ пур, — палăртрĕ вăл, — федераци саккунĕсем пур. Унсăр пуçне Чăваш Республики хăйĕн Конституцийĕпе, саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пурăнать. Ку ыйтăва должноçри пĕр-пĕр çын хăйĕн шухăш-кăмăлне кура татса параймасть. Йăлтах халăх кăмăлĕнчен килет”.

Çын пурăнассишĕн ĕçлет /тепĕр майлă мар/. Çавăнпах шалу ыйтăвĕ яланах калаçтарать. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçи пирки те сăмах хускатрĕç журналистсем. Михаил Игнатьев каллех паянхи кун чăнлăхне аса илтерчĕ — чи кирли: сыхласа хăварасчĕ, чакас марччĕ. Çапах та ку енĕпе те ÿсĕм пулас шанăç кÿчĕ — “пĕлтĕр ку тытăмра вăтам шалу 20 пин тенкĕпе танлашнă, кăçал 22-рен иртессе кĕтетпĕр”. Хаксем пĕр чарăнми ÿссех пынине кура шанăç тÿрре тухсан тем пекехчĕ.

Чăваш Ене Раççей шайĕнчех ахальтен спорт республики темеççĕ иккен — МИХ ĕçченĕсем çак ыйтăва çине-çинех çĕклерĕç те, Пуçлăх шÿтлемесĕр чăтаймарĕ: “Халĕ те мĕн чухлĕ ĕçлетпĕр ку ыйтупа, сире вара çаплах сахал пек туйăнать-им?” Республикăра Раççей шайĕнчи мероприятисем тăтăшах иртни те çÿлерех палăртнă шухăш тĕрĕслĕхне çирĕплетет: аэробика, шахмат, кире пуканĕ; первенство, чемпионат, Кубок... Чăваш Енре маунтинбайк центрĕ уçăлмалла — уншăн, паллах, Ирина Калентьевăна тав тумалла. Тата 10 стадион уçăлмалла — уншăн ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те савăнасси иккĕлентермест. Пăр керменĕнче пулса курнă-и тата эсир? “Ирхи 6 сехетре илсе пыраççĕ унта ачасене, — каласа кăтартрĕ Михаил Васильевич. — Шăпăрлансем вăранса та çитмен-ха... Анчах пăр çине тăрсанах куçĕсем çиçме пуçлаççĕ! Ачасене спортпа май пур таран иртерех туслаштармалла”. Республикăра çулсерен 21 спортзал юсаса çĕнетеççĕ. Кăçал та темиçе теçетке шкула ăнăçĕ — кашни районтах 1-2 спортзал юсама палăртнă. Паллах, ĕçлемелли тата нумай, анчах та муниципалитет ертÿçисен хăйсен те хастартарах пулмалла. Спорт темине журналистсем ниепле те хупма парасшăн пулмарĕç, Михаил Игнатьев спортăн экстремаллă тĕсĕнчен хăшне ытларах килĕштернине те пĕлесшĕн пулчĕç. Кун пек спорт валли вăхăт кирлине палăртрĕ Михаил Васильевич. “Тепĕр тесен, теветкеллĕ те вăл. Республика Пуçлăхĕ ура хуçса выртсан кама усă пулĕ-ха?” — шÿтлесе те пулин хупма тăрăшрĕ ку темăна вăл.

Çĕмĕрле, Улатăр, Канаш — кашни хуланах чуна ыраттараканни пур. Ку ыйтусенчен те пăрăнса иртмерĕ Михаил Игнатьев.

Хулара

Промышленноç темине трактор заводĕнчен пуçлани никама та тĕлĕнтермерĕ — ку ыйту влаçа та, халăха та хумхантарать: 10,5 çын ĕçсĕр, апла, укçасăр асапланать-çке. Чăн та, республика ертÿлĕхĕ лару-тăрăва ырă витĕм кÿме тăрăшать. Коммерци банкĕ урлă 5-5,5 млрд тенкĕлĕх кредит линийĕ уçма палăртнă. 2-3 уйăхран завод ĕçлесе каяс шанăç пур. Çавăнпа малашлăха тăван предприятипех çыхăнтарма шухăшланисене каллех шалупа тивĕçтерĕç. Биржăна пынисене пурне те пособи тÿлеççĕ. Унсăр пуçне, кăмăл пуррисене ĕç биржи урлă тÿлевсĕрех урăх профессие алла илме пулăшĕç. Сăмах май, паян республикăра 12 пин ваканси, çав вăхăтрах 6 пин çынна “ĕçсĕр” тесе шута илнĕ.

Ялта

Ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ ялта та çивĕч. Пĕр шухăшласан, ĕçĕ те çук пек, çав вăхăтрах специалистсем те çитмеççĕ. Паян унта пĕр çын темиçе тивĕç пурнăçлать: агроном та вăл, тĕп инженер та, зоотехник та.

Ыйту çивĕчленсе çитнине Михаил Васильевич та йышăнать. Анчах та мĕн тăвăн, пурнăç аталанать, паян ытларах йăлтах техника вăйĕпе пурнăçлама пуçланипе çын алли пушанать. Çапах та ял тăрăхĕнче пурăнакансене патшалăх уйрăмах пулăшать. Сăмахран, халĕ 60 çула çитменнисем çурт-йĕр çавăрас тĕлĕшпе тавăрса памалла мар субсидипе усă курма пултараççĕ. 70% танлашать вăл. Ку программа шăпах кадрсене ял тăрăхĕнче çирĕплетме пулăшать. Унсăр пуçне, студентсемпе тĕлпулусем йĕркелемелле. “Ял хуçалăхне “хура шăтăкпа” танлаштарнă вăхăтсем асрах-ха, — терĕ Михаил Васильевич. — Ял пирки ырă мар пĕтĕмлетÿсем тума хистетчĕ вăл. Халĕ самана улшăнчĕ, Раççей ялĕ аталанма пуçларĕ”.

Ял тăрăхĕнче пурăнакансем паян та выльăх-чĕрлĕх тытса тупăш илме тăрăшаççĕ. Анчах ĕне шучĕ чаксах пырать. Сăлтавĕ те паллă — сĕт хакĕ пĕчĕк. Ял хуçалăх продукцине туса илекенсене патшалăх пулăшсан тем пек аван пулмалла та... Анчах та ку ыйтăвăн хуравĕ ахаль те паллă — хыснара паян çакăн валли укçа çук. Çапла, 2011-12 çулсенче пулнă кун пекки, анчах та вăл 2010 çулхи аномалипе — шăрăхпа — çыхăннă... Тупăш курас тесен, пахалăхлă сĕт сутмалла, унăн хакĕ самай пысăк пулмалла. Пушшех те, Раççейре паян сĕт дефицичĕ — 8 млн тонна.

 

Пĕтĕмлетÿ

Журналистсем приоритетлă ыйтусем пирки сăмах хускатсан республика Пуçлăхĕ кĕскен кăна хуравларĕ — вĕсене палăртнă, чи кирли, тĕрĕс палăртнă. Çакна каллех цифрăсемпе тата фактсемпе çирĕплетме пулать. Чăваш Ен тин çуралнă ачасем вилессине чакарас енĕпе çĕршывĕпех — чи малта. Этем ĕмĕрĕ енĕпе те республика кăтартăвĕ Раççейринчен лайăхрах. Чăваш хутлăхĕнче 100 çул урлă каçнă 93 çын пурăнать /пĕлтĕр 64 пулнă/. 85 çула çитнисем — 16565-ĕн. “Пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле — çапла палăртнăччĕ эпĕ, — пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев. — Çак принципа пăхăнса малалла аталанатпăр та. Эсир те, журналистсем, çак тĕллеве пурнăçа кĕртме пулăшатăр”.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.