Хула пуçлăхĕн конкурсĕ тĕрĕс те уçă пултăр

29 Ака, 2016

Кайран хула администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли конкурса хутшăнтарас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкар хулин сити-менеджерĕ Олег Бирюков отставкăна каясси пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕпе килĕшсе татăлнă тени тĕрĕс мар. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. «Олег Бирюков пĕр хаçата панă интервьюра хăй отставкăна каясси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе килĕшсе татăлни çинчен калать. Ку — аташу», — тенĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта депутатсен хула Пухăвĕн ларăвĕ иртнине палăртнă. Çĕнĕ Шупашкарăн депутатсен корпусĕн йышăнăвĕпе Олег Бирюковпа тунă контракта татнă, хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Ольга Чепрасовăна шаннă. Муниципалитетăн депутатсен корпусĕ Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне контракт туса йышăнмалли конкурс ирттерекен конкурс комиссийĕн йышне хула Пухăвĕн 4 депутатне кĕртнĕ. Комиссин тата 4 членне ЧР Пуçлăхĕ палăртĕ.

«Тивĕçлĕ информаципе халăха вăхăтра тата оперативлă паллаштармалла, лару-тăру ан çивĕчлентĕр. Олег Борисович Бирюковăн паян нимĕнле полномочи те çук. Çĕнĕ Шупашкар сити-менеджерĕн должноçне йышăнмалли уçă конкурса Раççей Федерацийĕн кирек хăш гражданинĕ те хутшăнма пултарать. Çав шутра — Олег Бирюков та. Республика Пуçлăхĕ пулнă май манăн вырăнти хăйтытăмлăхăн конкурс комиссийĕнче сасăсен 50% палăртмалли право пур. Тата 50% — Çĕнĕ Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем», — аса илтернĕ Михаил Игнатьев.

Хальхи вăхăтра ЧР Пуçлăхĕн Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне уйăрса лартакан конкурс комиссийĕн членĕсене палăртакан хушăвăн проектне хатĕрлеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин заместительне — шалти политика управленийĕн пуçлăхне Лариса Арсентьевăна Çĕнĕ Шупашкар сити-менеджерĕн суйлавĕн конкурс процедурине вăйра тăракан саккунсен нормисене пăхăнса ирттермешкĕн пулăшма хушнă. Лариса Арсентьева палăртнă тăрăх — конкурс комиссийĕн конкурс кунне палăртмалли ларăвне пĕр эрне хушшинче ирттерĕç.

Çĕнĕ Шупашкар хулипе ĕçлекен информаци ушкăнĕн ертÿçине — сывлăх сыхлавĕн министрне Алла Самойловăна Михаил Игнатьев хула депутачĕсене, Патшалăх Канашĕн Çĕнĕ Шупашкартан суйланнă депутачĕсене чĕнсе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерме, вĕсемпе муниципалитетри лару-тăрăва сÿтсе явма сĕннĕ.

«Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетмелли конкурс процедурине уççăн, конкуренци никĕсĕ çинче палăртнă вăхăтра йĕркелемелле», — пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

 

РЕДАКЦИРЕН

Çĕнĕ Шупашкарти лару-тăру чăннипех сисчĕвлентерет. Сăмахран, ЖКХ сферинчи ĕç-пуç.

Муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли 2016 çулхи прогноз планĕпе, Çĕнĕ Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕскерпе /Çĕнĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕ О.Матвеев алă пуснă/, килĕшÿллĕн тулли мар яваплă общество туса хурса муниципалитетăн 2 унитари предприятине приватизацилеме палăртнă. Вĕсем — муниципалитетăн техника инвентаризацийĕн унитари предприятийĕ /Çĕнĕ Шупашкар, Винокуров урамĕ, 107/ тата муниципалитетăн «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри управляющи компани» унитари предприятийĕ /Çĕнĕ Шупашкар, Çамрăксен урамĕ, 12/. Приватизаци программинче «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ЖКХри УК» МУП тĕлĕшпе предприятин 30.09.2015 ç. бухгалтери балансĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн тĕп хатĕрсен юлнă 5 144 пин тенкĕлĕх хакĕ вырăнне 41,04 пин тенкĕ тесе палăртнă.

Хула администрацийĕн специалисчĕсем ăнлантарнă тăрăх — муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли 2016 çулхи программăри çак тĕлĕнтермĕш — техника йăнăшĕ. Çавна май ыйту тухса тăрать: чăнласах техника йăнăшĕ-ши? Е такамсен интересĕсене тĕпе хурса ятарласа йăнăшнă? Тепĕр самант та сисчĕвлентерет: хайхи «техника йăнăшĕ» текеннине пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче тупса палăртнă, анчах ăна тÿрлетмешкĕн паян кунччен те йышăну туман.

Унсăр пуçне республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти ЖКХ сферинчи çивĕч лару-тăру пирки пĕрре кăна мар асăрхаттарнă, Бирюковран ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмсене ÿстересрен сыхланмалли татăклă мерăсем йышăнма ыйтнă.

Калăпăр, муниципалитетăн «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ЖКХри УК» предприятийĕн ертÿçи Владимир Осанов ăнăçлă ĕçлеменнине палăртнă. Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне предприятин ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмĕ 138 млн тенкĕ таран ÿснĕ. Владимир Осанов парăма чакармалли мерăсем йышăнман, парăм вара ÿссех пынă.

Республика Пуçлăхĕ управляющи организацисем ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн пухакан укçана айккине кăлармалли «вăрттăн» схемăсем пулма пултарни пирки право хуралĕн органĕсене те асăрхаттарнă. Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ йĕркеленĕ тĕрĕслевсем çакна тÿрре кăларнă.

Ун чухне Çĕнĕ Шупашкар хулин адми нистрацийĕн ĕçлекен пуçлăхĕ пулнă Олег Бирюковăн ака уйăхĕн 11-мĕшĕнчи хушăвĕпе В.Осановпа тунă ĕç килĕшĕвне татнă. Анчах акă мĕн интереслĕ: муниципалитетăн «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ЖКХри УК» предприятийĕн çĕнĕ директорĕн Ираида Семеновăн ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчи хушăвĕпе Владимир Осанова директор заместительне уйăрса лартнă. Ираида Семенова хăй вара ака уйăхĕн 11-мĕшĕччен «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ЖКХри УК» МП директорĕн заместителĕ пулнă.

Интереслĕ, Олег Бирюков чее çак рокировкăна мĕнле тĕллевпе тунă? Çакăн чăн тĕллевĕсене никам та ăнкармасса шаннă пулинех...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.