Пирĕн республика. Тĕп тема

Иккĕмĕш сменăсăр шкулсем

Шкулчченхи тата шкул вĕрентĕвĕн тытăмĕн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ — республикăри тĕп виçĕ массăллă информаци хатĕрĕн пĕрлехи проекчĕн черетлĕ теми. Фильм телеэкрансем çине тухнă ĕнтĕ, паян вулакана унăн хаçат версийĕпе паллаштаратпăр.

Ыйту хакĕ — 583 млн тенкĕ

Шупашкарти Гладков урамĕнчи çĕнĕ микрорайонта пысăк стройка пуçланать. Никĕс валли шăтăк алтнă, свайсем çапаççĕ. Кунта 1,1 пин ачана йышăнмалли шкул çĕкленмелле. Республикăра 2016-2025 çулсенче пĕтĕмĕшле вĕренÿ организацийĕсенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелемелли проект мĕнле пуçланнипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновăпа пĕрле паллашрĕ.

Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пулас шкул макечĕ çинче уйрăм самантсене ăнлантарса пачĕ. Проекта Раççей Строительство тата Вĕренÿ министерствисем ырланă. Кунта пуçламăш шкул, вăтам тата аслă классен блокĕ, 2 спортзал, бассейн пулĕç. Хĕллехи сад, уçă спорт лаптăкĕсем, автохула йĕркелеме пăхнă.

 
Михаил ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Ен Пуçлăхĕ:

«2025 çул тĕл не Чăваш Енре 32 шкул тума тата реконструкцилеме, 50% тата унтан та ытларах юхăннă 66 шкул çуртне юсама палăртнă. Плансене демографи лару-тăрăвне тата иккĕмĕш сменăна пĕтермелли тĕллеве шута илсе тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Паян Шупашкарта шкул ачисен 6% иккĕмĕш сменăна çÿрет».

Саккасçăпа подрядчик объекта 2017 çулхи утă уйăхĕнче мар, палăртнинчен маларах, кăçалхи раштавра, хута ярасшăн. Çакăн çинчен республика Пуçлăхне пĕлтерчĕç. Çапла ĕçлесен федераци бюджетĕнчен çур миллиард тенкĕ ытла илме май пулĕ. «Тăрăшнин усси пулмалла — питĕ пысăк укçа вĕт, — килĕшрĕ Михаил Игнатьев, — анчах ĕçсен пахалăхĕ пирки манма юрамасть».

Подрядчик — «Алза» ООО гендиректорĕ Сергей Лаврентьев — строительсем шанăçа тÿрре кăларасси пирки шантарса каларĕ. Михаил Игнатьев план-график хатĕрлеме сĕнчĕ, ăна мĕнле пурнăçланине хăй тĕрĕслесе тăрĕ. Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх — шкул проекчĕ чăннипех ăнăçлă та интереслĕ пулса тухнă, çавна май унпа çĕршывăн ытти регионĕ те интересленет. Шупашкарта вара çакăн пек шкула «Волжский-3» микрорайонта та тăвĕç.

Алена Аршинова «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Ача сачĕсем — ачасем валли» программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енре тăватă çулта 16 ача сачĕ тунине аса илтерчĕ. Республика вĕсен строительстви валли уйăрнă 1,6 млрд тенкĕпе ăнăçлă усă курнă кăна мар, хăй енчен укçа уйăрассине те вăхăтра тивĕçтернĕ. Шанчăклă ĕçтеш пулнине çирĕплетнĕ — çак шая малашне те тытса пымалла.

Савăнăç керменĕ

Вĕренÿ учрежденийĕсен строительстви тĕлĕшпе Гладков урамĕнчи микрорайон чăннипех лайăх. Икĕ çул каялла кунта 8-мĕш ача садне хута янă. Вăл хăйĕн ячĕпе чăннипех килĕшÿллĕ — «Ачасен савăнăç керменĕ». Пĕчĕккисем валли чăннипех лайăх условисем хатĕрленĕ. «Тăварлă» пÿлĕм те пур — кунта ачасем сывлăхне çирĕплетеççĕ.

Садик заведующийĕ Елена Яндимиркина Михаил Игнатьева хăйĕн хуçалăхĕпе савăнсах паллаштарчĕ. Шывра ишмелли бассейн, гидромассаж ваннăйĕ, сауна, тренажер залĕ — тем те пур. Çавна май ачасем сахалрах чирлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ кăмăллă — воспитательсене, вĕрентекенсене, инструкторсене тав туса пĕтереймеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата Раççей парламенчĕн депутачĕ пĕчĕккисемпе калаçнă май садикре лайăх условисем йĕркелени усса кайнине хăйсем курса ĕненчĕç: «Хальхи условисене эпир ÿснĕ вăхăтрипе танлаштарма май çук». Эппин, хăйсемшĕн тăрăшнине туякан ачасенчен вĕсем çитĕннĕ май ыррине кăна кĕтмелле.

Ку енĕпе пĕчĕккисем валли «Самоделкин мастерскойне» уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта тĕрлĕ япала ăсталама пулать. Михаил Игнатьев ачасенчен «ÿссен кам пуласшăн?» тесе ыйтсан ахальтен мар ĕнтĕ пĕри те тепри рабочисен профессийĕсене асăнчĕ, строитель специальноçĕсене кăмăллакан чылай. Тăмпа ĕçлемелли сĕтел хушшинчи хĕрачасем вара, авă, хăйсен пĕчĕк аллисемпе çавăрса илемлĕ керамика савăтсем тăваççĕ.

Кунта пурне те тарават

Икĕ çул каялла Алена Аршинова Çĕрпÿ хулинче «Хĕвеллĕ хула» ача садне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă. Çавăн чухне Наталья Волчкова заведующипе туслашнă — унта час-часах пулать. Хальхинче те садикри ачасемпе курнăçас терĕ.

Незнайкăпа Синеглазка ăна алăк умĕнчех кĕтсе илчĕç, хăнана ача сачĕ тăрăх экскурсие çавăтса кайрĕç. Кунти тăкăрлăксен хуçисемпе Кĕсле музыкантпа тата Тюбик художникпа паллаштарчĕç. Космонавтика мини-музейĕ те, «Асамат кĕперĕ» музей те пур. Унта Наталья Ильина воспитатель ертсе пынипе пĕчĕккисем хуран кукли пĕçерчĕç, унпа Алена Игоревнăна хăналарĕç.

Унтан вара Наталья Волчковăпа пĕрле сывă мар ачасем Василисăпа Лиза çÿрекен ушкăна кайрĕç. Лиза шкула каясшăн, унтан институтра вĕренсе врач пуласшăн. Унăн чирне сиплеме пулать, анчах эмелсем хаклă. Укçа тупас шанăç пур, хальлĕхе вара пĕчĕкскере нушапа кĕрешме хăйĕн тантăшĕсемпе хутшăнни пулăшать. Инвалид кÿмипе çÿрекенскер тусĕсене питĕ юратать.

«Хĕвеллĕ хулан» хăйĕн гимнĕ, эмблемипе ялавĕ, çавăн пекех «Хĕвел пайăркисем» хаçачĕ пур. Видеоклипсем те ÿкереççĕ. Вĕренсен, тăрăшса ĕçлесен ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ.

«Садикри атмосфера питĕ лайăх, кунта килти пек çутă та хăтлă, — кăмăллăн палăртрĕ Алена Аршинова. — Куншăн пурне те тав тумалла — пĕчĕккисене те, çитĕннисене те».

Тĕлĕнтермĕшсем — кашни утăмра

 
Алена АРШИНОВА,
РФ Патшалăх Думин
депутачĕ:

«Шкулсемпе шкулчче нхи учрежденисен строительстви валли укçа уйăрнă май çĕршыв хăйĕн пуласлăхне инвестици хывать. Юлашки тăватă çулта республикăра питĕ лайăх 16 ача сачĕ тунă. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 1,6 млрд тенкĕ илме пултарнă. Ку укçапа тухăçлă усă курнă. 3 çултан аслăрах мĕнпур ачана ача сачĕсенчи вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Тата — 1,5 çултан аслăраххисен 85%. Садиксенчи условисене илес-тĕк — ку енĕпе Раççей тĕнчери лидерсен шутĕнче. Пирĕн ача сачĕсенче пĕчĕккисене пăхаççĕ кăна мар, пĕлÿ те параççĕ».

Алена Игоревнăпа Шупашкарти 202-мĕш ача садĕнче те, «Тĕлĕнтермĕшсен хули» ятлăскерте, пулса куртăмăр. Кунти арçын ачасемпе хĕрачасем тем тума та пĕлеççĕ. Тата вĕренеççĕ. Хăйсен автохулинче, сăмахран, çул-йĕр правилисене ăса хываççĕ.

Ку садик — «Шупашкар ачисем ишме вĕренеççĕ» пилот проектне пурнăçламалли площадка. Спорт мастерĕн кандидачĕ Андрей Сурнаев инструктор хăшпĕр ачана шыв айĕнче ишме те вĕрентнĕ. Пĕчĕккисем хăнана бассейнра шыва тасатмалли çĕнĕ йышши система лартни пирки те каласа пачĕç.

Кунсăр пуçне садикре радиорубка та пур — ачасем воспитательсемпе пĕрле хăйсен радио кăларăмĕсене хатĕрлеççĕ. Çĕнтерÿ кунĕ умĕнхи кăларăмсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă.

«Мĕншĕн радиона суйласа илтĕр-ха?» — кăсăкланать Алена Аршинова. «Вăл вăрçă çулĕсенче тĕп информаци хĕç-пăшалĕ пулнă, пурте радиохыпарсене кĕтнĕ», — терĕç Анна Абанинăпа Алексей Федоров. «Чи аслă диктор вара кам пулнă?» — каллех кăсăкланать хăна. «Юрий Левитан», — туслăн хуравларĕç çамрăк журналистсем. Тем те пĕлекенсене депутат мухтаса хавхалантарчĕ.

Спорт залĕнче вара çак вăхăтра Кристина Павлова воспитатель ертсе пынипе пĕчĕк кадетсем стройпа утма хăнăхаççĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче вĕсен ачасен парадне хутшăнмалла. Чылайăшĕ ÿссен çар çынни пуласшăн. Пĕлтĕр Алена Аршинова пуçарнипе ачасен ÿкерчĕкĕсен «Чăваш Ен тĕсĕсем» конкурсне йĕркеленĕ. Халĕ вара Патшалăх Думин депутачĕн çамрăк художниксен пултарулăхĕпе паллашма май пулчĕ. Çийĕнчен Соня Герасимова ăна хăйĕн ÿкерчĕкне парнелерĕ.

«Ÿкерчĕк сирĕн ĕç пÿлĕмне илемлетĕ-и?» — корреспондент çапла ыйтнине парламентари татăклăн хуравларĕ: «Унтан кая мар!» Шахмат кружокне çÿрекенсемпе те паллашрăмăр. Кăткăс вăйă вăрттăнлăхĕсемпе ачасене Чăваш Енĕн Шахмат федерацийĕн председателĕ Михаил Мельник паллаштарать.

Аслă Пинерсем маттур!

Вăрмар районĕнчи Аслă Пинер ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула 2013 çулта хута янă. Кунта Вăтакас ялĕнчен те ачасене илсе килеççĕ. Автобус пур. Ятарласа километр ытла асфальт çул хывнă. Шкул мухтавлă ентешĕмĕрĕн, Олимп чемпионĕн Валериан Соколов боксерăн ячĕпе хисепленет.

Шкула кĕнĕ çĕрте Михаил Игнатьева хисеплĕ хурал кĕтсе илчĕ. Шкул Çĕнтерÿ уявне кĕтсе илме хатĕрленет. Кунта нумай функциллĕ спорт залĕ пур. Мини-футболла, баскетболла, волейболла выляма, «Хаваслă стартсем» ирттерме питĕ меллĕ. Çак шкул ачисем район шайĕнчи ăмăртусенче час-часах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Хăйсен ăсталăхĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне те паллаштарчĕç. Тĕрлĕ кружок ĕçлет — кашни ача хăйĕн интересне кура суйласа илме пултарать. 6-мĕш классем технологи вĕрентекенĕ Петр Егоров ертсе пынипе йывăçран тĕрлĕ япала ăсталаççĕ. Çав шутра — самолетсен копийĕсем те.

Михаил Васильевич ĕç пÿлĕмне мĕнле тивĕçтернипе кăсăкланчĕ. Федераци бюджетĕнчен тĕрлĕ станокпа оборудовани туянмашкăн укçа илме пултарни çинчен пĕлтерчĕ те — ачасен ăсталăха аталантармалли майĕсем самаях анлăланĕç. Вăл робототехника кружокне çÿрекенсен ĕçĕпе те паллашрĕ. Информатика вĕрентекенĕ Анатолий Викторов ертсе пынипе хатĕрлекен робот тĕссене те уйăрма пултарать иккен.

Унтан «Чăваш Ен — пуласлăх территорийĕ» «çавра сĕтел» иртрĕ. Пурнăçăн тĕрлĕ енĕ пирки калаçрĕç. Ачасене бизнес йĕркелесси те кăсăклантарать. Çапла тумашкăн тăрăшса вĕренмелле. Аслă классем «3» паллăсемсĕр вĕреннине çирĕплетрĕç. Чылайăшĕ юрист, медик е учитель пуласшăн. Аграри профессийĕ, шел те, никама та илĕртмест, регион ертÿçин должноçне йышăнас текен те тупăнмарĕ. Çапах хĕрсемпе каччăсем республика Пуçлăхне мĕнле пахалăхсем кирлипе кăсăкланчĕç: çак постра ĕçлеме йывăр-и?

«Йывăр теейместĕп, — хуравларĕ Михаил Васильевич. — Анчах вăйсăр пулма юрамасть. Ĕçлеме интереслĕ. Эпĕ ирхине тăватă сехетре тăма хăнăхнă, çывăрма та часах выртмастăп. Пурнăçри экстремаллă лару-тăрăва философла йышăнатăп. Пурнăç — пурнăçах. Ман шутпа, çын пултарулăхĕ, майĕсем — чикĕсĕр».

 

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:

«10 çулта пирĕн 32 шкул тумалла, 66 шкула юсамалла. Çапла тумашкăн 12,5 млрд тенкĕ кирлĕ. Аса илтерем: Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Шупашкарта пулнă май пирĕн ш кулсен строительстви валли регионсене маларах палăртнă пек 1/3 чухлĕ мар, 50% шайĕнче аванс парса пулăшмалли пуçарăва ырларĕ. Ку процеса хăвăртлатĕ, строительсене пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă тĕллеве пурнăçлама пулăшĕ. Чăваш Ен шкулсен строительстви валли кăçалах аванс илекен регионсен шутне кĕнине çирĕплетрĕç».

Республика Пуçлăхĕ шкул ачисене Раççей, Чăваш Ен пуласлăхĕ вĕсенчен килни çинчен каларĕ. Вĕсем шкула мĕнле паллăсемпе пĕтерессипе, ăçта вĕренме каяссипе хăй кăсăкланасси пирки асăрхаттарчĕ. Çавăн пекех тĕрĕс апатланма, кунне 1 стакан та пулин сĕт ĕçме сĕнчĕ. Ку сывă пулма кирлĕ.

Леонид НИКИТИН.

/"Советская Чувашия" хаçат/

Леонид НИКИТИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.