Конкурс сцена çинче вĕçленмест

Вĕрентекенсене пултарулăха аталантарас ĕç-хĕле ытларах явăçтарма республикăра хавхалантарăвăн тĕрлĕ мелне йĕркеленĕ: конкурссем, грантсем, стипендисем... Çут çанталăк чĕрĕлнĕ, тавралăх ешĕл тумпа витĕннĕ тапхăрта хăйсен профессине çитĕнекен ăрупа çыхăнтарнă ĕçченсене чысласси республикăра йăлана кĕчĕ ĕнтĕ.

«Чăваш Енри çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса 1992 çултанпах ирттереççĕ. Малтанах вăл вĕренÿ хутлăхĕнче тăрăшакансен тĕп конкурсĕ шутланнă пулсан вăхăт иртнĕçемĕн ун çумне тата çаксем хушăнчĕç: «Çулталăк воспитателĕ», «Чи лайăх класс ертÿçи», «Çулталăк социаллă педагогĕ», «Çулталăк психолог-педагогĕ». Кăçалтан асăннă тупăшусен ретне «Педагог дебючĕ» республика ăмăртăвĕ хушăнчĕ. Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче палăртнă конкурссен пĕтĕмлетĕвне халалласа Республикăри ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче уяв иртрĕ.

Шукăль тăхăннă, чечек çыххи тытнă çынсем — зал тулли. Çак ÿкерчĕке курсанах вĕрентекен ят-сумĕ халăхра пĕр вăхăт вăйсăрланнă хыççăн çĕнĕрен таврăнни палăрать. Тĕрĕссипе, конкурссен çĕнтерÿçисене çирĕплетмелли мероприятисенче те сисĕнет вăл. Тĕслĕхрен, «Çулталăк вĕрентекенĕ» тупăшăвăн республика шайĕнчи тапхăрĕнче муниципалитетра мала тухнă педагогсен ют шкулти ачасемпе — уçă урок, мастер-класс ирттерме, педканаш йĕркелеме, вĕрентÿ проектне хÿтĕлеме, уçă дискуссие хутшăнма тиврĕ. Чи лайăх класс ертÿçин ятне илессишĕн пынă ăмăртăвăн куçăн иртекен тапхăрĕнче учительсем ачасен ушкăнĕпе хăйсем профессионал шайĕнче ĕçленине кăтартса класпа пурнăçламалли ĕçсен программине хÿтĕлерĕç, çитĕнекен ăрăва воспитани парассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, тĕрлĕ лару-тăрура педагогăн хăйне мĕнле тытмалли çинчен калаçрĕç. «Хĕрÿ тупăшусенче конкурссене чăннипех опытлă, педагог ят-сумне çÿлте тытакан вĕрентекенсем хутшăннине савăнса сăнарăмăр», — терĕç вĕсен пултарулăхне хакланă экспертсем.

Чыслава сумлă нумай хăнапа пĕрлех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ. Сцена çине тухакан финалистсене, лауреатсене сăнанă май шкул тата шкул умĕнхи вĕрентÿ тытăмĕнчи ырă улшăнăва асăрханине савăнса пĕлтерчĕ: «Тинех педагогсен йышĕнче арçынсем çĕнĕрен курăнма тытăнчĕç. Хĕрарăмсен ĕçлеме пултараслăхне хакласа çитереймест тесе ятлама ан васкăр. Кирек мĕн калăр — арçын çирĕплĕхĕсĕр шкул пĕтĕмĕшле хавшакланать».

...Хумхануллă, çĕнтерÿçĕсен ячĕсене палăртнă конвертсене уçмалли самант çитрĕ. «Соцпедагог — 2016» ята Ирина Ревунова /Шăмăршă вăтам шкулĕ/, «Психолог-педагог — 2016» титула Елена Визгина /Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш ача сачĕ/ тивĕçрĕç. Класс ертÿçисен йышĕнче кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Куславккари 3-мĕш шкулта ĕçлекен Ольга Полозова палăрчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш ача сачĕн ĕçченĕ Татьяна Шавикова «Çулталăк воспитателĕ» пулса тăчĕ. РФ халăх вĕрентĕвĕпе ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри рескомĕ йĕркеленипе иртнĕ «Педагог дебючĕ» конкурс çĕнтерÿçи — Екатерина Солдатова — Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире ют чĕлхесене вĕрентет. Асăннă организаци çамрăк вĕрентекене профсоюзăн Крымра иртекен «Тренерсен шкулĕ» çуллахи лагерьне кайма путевка пачĕ.

«Çулталăк вĕрентекенĕ» ятпа Муркаш вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенне Алина Паладьевăна чысларĕç.

— Конкурс çак сцена çинче вĕçленмест. Пирĕн, пысăк чыса тивĕçнĕ вĕрентекенсен, пултарулăх çулĕпе çĕнĕ çитĕнÿсем патне талпăнмалла — республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн тăрăшмалла. Çав çул çăмăлах пулмĕ, анчах ÿркенмесен ăнăçу патне çитĕпĕрех, — çирĕппĕн сăмах пачĕ Алина Георгиевна.

2015 çулта «Çулталăк вĕрентекенĕ» ята Шупашкар районĕнчи Салапайкасси тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Ильина тивĕçнĕччĕ. Çирĕпленнĕ йăлапа çĕнĕ çĕнтерÿçе ырă çул пилленĕ май пĕлтĕрхи чи лайăх вĕрентекен Алина Георгиевнăна Раççейри тапхăрта ăнăçлă тупăшма телей сунчĕ.

Ирина ПУШКИНА

 

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.