«Çулталăк вĕрентекенĕ»
«Пĕлÿ парас ĕçре хамăрăн навигатор пулмалла»
Ачасем ăнтăлса вĕренесси учитель пултарулăхĕнчен килет
Республикăра «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс йăлана кĕчĕ: 1992 çултанпа иртет вăл. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас ĕçре тăрăшакансен хушшинче чи пултаруллине, лайăххисенчен лайăххине тупма пулăшакан тупăшăвăн пĕлтерĕшĕ - маттуррисене малашне те çитĕнÿсем патне кармашма хавхалантарни. Çавна кура Чăваш Енре педагогсен конкурсĕсем йышлăланчĕç.