Ачасем ăнтăлса вĕренесси учитель пултарулăхĕнчен килет
Республикăра «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс йăлана кĕчĕ: 1992 çултанпа иртет вăл. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас ĕçре тăрăшакансен хушшинче чи пултаруллине, лайăххисенчен лайăххине тупма пулăшакан тупăшăвăн пĕлтерĕшĕ - маттуррисене малашне те çитĕнÿсем патне кармашма хавхалантарни. Çавна кура Чăваш Енре педагогсен конкурсĕсем йышлăланчĕç. «Чи лайăх воспитатель», «Чи лайăх социаллă педагог», «Чи лайăх психолог-педагог», «Чи лайăх класс ертÿçи». Кăçалхи çĕнтерÿçĕсене палăртса чыслама ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Республикăри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменне халăх йышлăн пухăнчĕ. Хăйсен профессийĕнче чи маттуррисене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ.
Республика конкурсĕсен малтанхи тапхăрĕсем муниципалитетсенче иртнĕ. Финала тухнисен пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма, лауреатсене суйласа илме жюри ятарлă лапамра икĕ кун ĕçленĕ. Хальхинче педагогсен ăсталăхне хакламалли вырăн Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул пулнă: «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2013» ята тивĕçнĕ Татьяна Сапожниковăн, математика вĕрентекенĕн, тăван кĕтесĕ.
Уçă уроксем, методика семинарĕсем, класс сехечĕсем, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем... - хăйсен ăсталăхне вĕрентекенсем тĕрлĕ мероприятире уçнă. Жюри ушкăнĕнчи Эльвира Баранова, психологи ăслăлăхĕсен докторĕ, икĕ çав куна аса илсе çапла каларĕ: «Эпĕ педагогсен чикĕсĕр чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнме халĕ те пăрахаймастăп».
Ăмăртура вара яланах чи вăйли, чи чăтăмли çĕнтерет. Чăн та, Чăваш Ен вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕпе Владимир Ивановпа та килĕшмеллех: «Çак конкурссене 1500 ытла вĕрентекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри те выляса яман - çĕнтернĕ. Хăйсен коллективĕнче-и, районта-и... Чи кирли - тупăшăва хутшăнма хевте çитерни».
Чăваш Ен ертÿçи, чыслава лауреатсен ячĕсене пĕлтернĕ хыççăн килсе çитнĕскер, конкурссен техĕмĕ ыттисенчен уйрăмрах ăстасене тупса палăртнинче пулнине асăнчĕ.
- Ăмăртас йăла совет тапхăрĕнче кăна мар, паян та усă кÿрет. Вĕрентекен пултарулăхĕнчен çитĕнекен ăрăвăн ăнăçлăхĕ килет. Аслисен тĕслĕхĕпе ачасем маттур пулма ăнтăлаççĕ. Çапла пĕр çитĕнÿ малашнехисене витĕм кÿрет, - терĕ ăрусен çыхăнăвне палăртса Михаил Васильевич.
Конвертсене уçса çĕнтерÿçĕсен ятне асăнас самант çитрĕ. Залра ларакансем - финала тухнă педагогсен ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем, тус-тăванĕ - хăйсем камшăн «чирленине» кăтартса плакачĕсене çĕклеççĕ. Чи малтан хыттăн алă çупма Улатăрсене шăпа тухрĕ: «Çулталăк социаллă педагогĕ - 2014» ята çак хулари 9-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен Наталия Нажалкина тивĕçрĕ.
Педагогсен йышĕнче арçынсем сахалланса юлнишĕн пăшăрханса час-часах калаçатпăр, çыратпăр. Апла пулин те этемлĕхĕн вăйлă çурри хушшинче чăн-чăн ăстасем те пурришĕн хĕпĕртемеллех: психолог-педагогсен ушкăнĕнче чи лайăххи кăçал Республикăри психологипе педагогика реабилитацийĕпе коррекци центрĕн ĕçченĕ Сергей Педюсев пулчĕ.
Кирек мĕнле шкулта та класс ертÿçи пĕлтерĕшлĕ вырăнта: шкул - ача - çемье çыхăнăва йĕркелесе пыраканĕ вăл. «Самый классный классный...» титула Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Гузель Хайртдинова тивĕçрĕ.
Асăннă çĕнтерÿçĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе çирĕплетнĕ 50 пин тенкĕ преми парса хавхалантарĕç. «Çулталăк воспитателĕ - 2014» номинацин хуçине - Çĕмĕрлери «Родничок» 19-мĕш ача сачĕн воспитательне Татьяна Тетеревовăна - тивĕçекен 100 пин тенкĕ преми те малашнехи çитĕнÿсем патне çул уçма пулăшĕ.
Пултаруллисен ретĕнче чи сумлă ят кирек мĕн тесен те - «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2014». Михаил Игнатьев конверта уçса Екатерина Владимирова çĕнтернине пĕлтерсен вĕрентекен тĕлĕннипе çухалса та кайрĕ. Самантранах хăйне алла илчĕ те микрофон умне пырса çапла каларĕ:
- Вĕрентекен - професси мар, турă пани. Çак конкурса хутшăнни - пурнăçри чи лайăх опыт. Тавах мана пулăшса, хавхалантарса пынă мĕн пур çынна.
Екатерина Михайловна Çĕнĕ Шупашкарти ют чĕлхесене тарăннăн вĕрентекен 5-мĕш шкулта ют чĕлхесемпе пĕлÿ парать. Хăй те çак шкултах вĕреннĕ. Ятарлă программăпа тĕллевлĕн ĕçлекенскер ачасемпе Германи çĕр-шывне те тухса çÿрет. Хăй суйланă çулпа малашне те çирĕппĕн утасса шанать 28-ти çамрăк. Тивĕçнĕ 150 пин тенкĕ премие професси аталанăвĕнче тĕллевлĕн усă курма тĕв тăвать.
Комментари хушас