Комментари хушас

23 Юпа, 2014

«Пĕлÿ парас ĕçре хамăрăн навигатор пулмалла»

Сарă çÿçлĕ те илемлĕ çак вĕрентекене курмассерен тавралăх çуталса кайнăн туйăнать. Ку хутĕнче тата кĕрхи ăмăр çанталăкчĕ те - пушшех. Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш шкулта ют чĕлхесене вĕрентекен Екатерина Михайловна Владимирова пирки сăмахăм. Кăçал республикăра «Çулталăк вĕрентекенĕ» ята тивĕçнĕскер Учитель кунĕ умĕн конкурсăн Раççейре иртекен пĕтĕмлетÿ тапхăрне хутшăнчĕ. Мускав облаçĕнчи Мытищи хулинче хĕрÿ тупăшу темиçе куна тăсăлнă. Екатерина 80 ытла педагог ушкăнĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартса «Раççей çулталăк вĕрентекенĕ - 2014» финалне тухнă. Çапла 15 лауреат йышне вăл та кĕнĕ. Çул çÿрев хыççăн пуçаруллă вĕрентекене хамăрăн темиçе ыйтупа чăрмантартăмăр.

- Мĕнлерех кăмăлпа таврăнтăр Мускавран?

- Конкурса çав тери пысăк шайра хатĕрленнĕрен чунра ырă туйăмсем кăна хуçаланчĕç. Кирек мĕнле ăмăрту та шалти хумханупа çыхăннă. Анчах çакна «саплаштарма» пирĕн çул çÿреве меллĕ йĕркелеме пĕлнĕ: кăсăклă экскурсисенче пултăмăр. Сăмахран, Сергий Посадне, Ремесласен музейне çитсе куртăмăр. Çĕр-шыври паллă вырăнсенче пулни тавра курăма аталантарать - педагогшăн ку питĕ паха.

- Професси пултарулăхне мĕнле майпа çирĕплетме тиврĕ?

- Паллах, жюри малтанах пирĕн ĕçе кăтартакан видеоматериалпа паллашнă. Мытищи хулинчи пĕр шкулта палламан ачасен класĕнче урок ирттертĕмĕр. Педканашсенче - вĕсем тĕрлĕ темăпа иртрĕç - хамăра кăтартмалла пулчĕ. Çийĕнчен педагог проектне - ăна кашни харпăр хăй хатĕрленĕ - хÿтĕлерĕмĕр. Сăмах май, жюри членĕсен ырă сунăмне, тĕрĕс хаклас туртăмне палăртса хăварас килет.

- Çĕнтерейменшĕн кăмăл хуçăлмарĕ-и?

- Раççей - мĕн тери пысăк! Миçе регион, пысăк хула! Вырăнта çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ кашни çын професси тĕлĕшпе чăн та ăста. Вĕсемпе тĕл пулса пĕрле хутшăнни мĕне тăрать! Пултарулăхпа çыхăннă ĕçре çакăн усăлăхĕ питĕ витĕмлĕ. Çитменнине - санран та ĕçтешсем мĕне те пулин вĕренни хăпартлантарать. Çĕнтерÿ хунарне алла тытма ĕлкĕрĕпĕр-ха - ĕмĕтсем пăчланман вĕт. Тупăшу пынă вăхăтра хама хавхалантарса тĕрев панăшăн юратнă коллектива, вĕренекенĕмсене, республика ертÿлĕхне, Чăваш Енри вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюз организацине, туссемпе тăвансене - пурне те пысăк тав!

- Пурнăçра пысăк улшăну пуласса кĕтетĕр: кĕçех сирĕн çемьене «пĕрремĕш кайăк» вĕçсе килĕ. Шкул ачисен, сире чунтан юратакан вĕренекенĕрсен, чылай вăхăт тунсăхламалла пулĕ-и?

- Ача çуратасси - яваплă утăм. Çыннăн сывлăх енчен кăна мар, кăмăл-туйăмпа та хатĕрленсе çитмелле. Декрет канăвĕ çинчен калаçма иртерех пулин те хамăн юратнă ĕçшĕн хăвăрт тунсăхлама пуçлассăн туйăнать. Пурте йĕркеллĕ пулсан - вĕренекенĕмсене нумай кĕттермĕп.

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть сире пултарулăхăра кура хаклă парне илмелли сертификатпа хавхалантарчĕ - сирĕн çемьешĕн асра юлмалли парне пултăрччĕ.

- Эпĕ кашни япаланах, парнене - пушшех, хаклатăп. Çитĕнÿсем те - пĕчĕкки те, пысăкки те - маншăн пĕр пекех хаклă. Нимĕнле салтак та тÿрех генерал пулаймасть. Çавăнпа та учитель профессине суйланă çамрăксене, пĕрремĕш уроксем ирттерекенсене, тĕллевлĕн малалла талпăнма сунатăп. Пултарулăх ăнăçăвĕ патне стандартсем çине таянса ĕçленипе кăна çитме çук, вĕренÿ навигаторĕ те пулмаллах.

Ирина ПУШКИНА калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.