Çамрăксем завод ятне çĕклеççĕ

29 Ака, 2016

Çĕрпÿ районĕнчи каяш тирпейлекен ветеринари-санитари завочĕ хăйĕн тивĕçне 40 çула яхăн чыслăн пурнăçлать. Тавралăх биокаяш енчен таса, экологи сывă пултăр тесе тăрăшать. Предприяти производствăна реконструкциленме хупăнмасăр кал-кал ĕçлет. Çĕнĕ оборудование вырнаçтарма хăшпĕр цеха самантлăха чарнине шута илмесен паллах.

— Раççейре пирĕн евĕрлĕ завод 70 ытла, — тет Владимир Григорьев директор. — Самана рынок хутшăнăвĕсене куçнă çулсенче чылайăшĕ йывăрлăха чăтаймасăр хупăнчĕ. Чулхула тăрăхĕпе Тутарстанра — икшер, Ульяновскпа Киров облаçĕсенче — пĕрер. Пире те çăмăл пулмарĕ, вăл вăхăта аран тÿссе ирттертĕмĕр. Пирĕн продукцие республика тулашĕнче те хапăл туянаççĕ.

Завод Чăваш Енри тирпейлекен организацисен экономика ăмăртăвĕн “100 çынран пĕчĕкрех коллективлă предприяти” номинацире 2008 тата 2009 çулсенче 1-мĕш вырăн йышăннă. Йыш чăнласах пысăк мар: 54 çын. Анчах коллектив пурнăçлакан ĕç пархатарлă, пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вăл ырă ята час-часах тивĕçет пулин те йывăрлăхпа та тĕл пулсах тăрать.

— Кунта вăй хума никама та çăмăл мар. Йывăр шăрша пурте тÿсеймест. Хăшĕ темиçе кунранах пăрахса каять. Ял çынни, уйрăмах выльăх пăхса курни, юлатех, — тет Владимир Михайлович. — Пире йыш çамрăкланни савăнтарать. Пенси çулĕнчисем те пур. Вĕсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк та — кĕçĕн ÿсĕмрисемшĕн наставник вырăнĕнче пулччăр тетпĕр. Çамрăк специалистсен тиркев çук — пуринпе те килĕштереççĕ. Пĕртăван Ольгăпа Марина Юрьевнăсене илер-ха акă.

Иккĕшĕ те — бухгалтер-экономист. Вĕсенче ыранхи куна шаннине, пултарулăхпа хастарлăх тапса тăнине туйрăм. Ефимовасем Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Ямаш ялĕнче çуралнă. Качча тухсан Марина — Ильина, Ольга Гаврилова хушамат йышăннă, икшер ача çуратнă. Малтан йăмăкĕ Ольга 5 çул каялла кунта ĕçе вырнаçнă. Кадрсен пайĕн инспекторĕнче тăрăшнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен суту-илÿ менеджерĕнче вăй хурать. Халĕ унăн вырăнĕнче аппăшĕ ĕçлет. Марина унччен “АККОНД” фабрикăра тăрăшнă. Çĕрпÿрен унта çитме самаях инçе çав. Çитменнине ĕçе 3 сменăпа йĕркеленĕ. Кунта меллĕ.

Заводра 30 çула çитмен специалист 10-ран кая мар, — терĕ Ольга Юрьевна.— Коллектив лайăх. Уйрăмах Владимир Михайловича пире ăнланнăшăн, кирлĕ чухне пулăшнăшăн тав тăвас килет.

Çамрăксем районта иртекен мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене тăтăш хутшăннăран сцена çинче те, стадионра та предприяти ячĕ илтĕнсех тăрать. Мăнаçлăх туйăмĕпе хавхаланса производство аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ вĕсем. Завод малашлăхĕ — ĕçе юлашки çулсенче вырнаçнă специалистсенче.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.