Республика Пуçлăхĕ кĕлле хутшăннă

1 Çу, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕрле Шупашкарти Пукравпа Татиана чиркĕвĕнче Христос чĕрĕлнĕ ятпа иртнĕ кĕлле хутшăннă.

Православи чиркĕвĕн аслă праçникĕнчи кĕлĕре çавăн пекех РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем пулнă. Кĕлле Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава ирттернĕ.

Палăртса хăвармалла: Турра ĕненекенсем служба пуçланиччен Иерусалимран кÿрсе килнĕ ырăлăх çулăмне кĕтсе илнĕ, Владыка çав çулăмпа чиркÿри лампадăсене çутнă. Тĕне пăхăнса пурăнакансем лампадăсенчен çурта çутнă. Христос чĕрĕлнĕ ятпа ирттернĕ кĕлле Чăваш наци телекуравĕ тÿрĕ эфирта кăтартнă.

Дмитрий МОИСЕЕВ.