Садик ачисем те парада тухĕç
Ĕнер Правительство çуртĕнче Çĕнтерÿ кунне республикăра йĕркелесе уявлассишĕн яваплă ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕренпе 71 çул çитнине халалласа республикăра çак кунсенче 2,5 пин мероприяти иртмелле. Вĕренÿ учрежденийĕсенче, предприятисемпе организацисенче вăрçă ветеранĕсене чыслĕç, парнесемпе хавхалантарĕç. Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх — сывлăх шайне кура тухса çÿрейменнисене асăнмалăх парнесене киле пырса парĕç.
Тĕрĕссипе, ветерансем пирки уяв умĕн кăна аса илнипе çырлахмалла мар. Çакна республика ертÿлĕхĕ асра тытса вăрçă участникĕсене, тыл ветеранĕсене, вăрçа хутшăннисен мăшăрĕсене патшалăх енчен кирек мĕнле пулăшăва та вăхăтра пама тăрăшать. Хваттерпе тивĕçтересси — çав шутрах.
Ларура Çĕнтерÿ кунĕнче тĕп хулара йăлана кĕнĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятисене — Çĕнтерÿ монуменчĕ патне чечексем хурассине, Хĕрлĕ тÿремре çар техникин парадне йĕркелессине, «Вилĕмсĕр полк» акци ирттерессине — мĕнлерех хатĕрленнине кашнине уйрăммăн тишкерчĕç. Республикăри вăрçăпа çыхăннă палăксене /ун пеккисем Чăваш Енре — 1280/ пурне те тирпейлесе юсани-юсаманнине вырăна çитсе тĕрĕслеме йышăнчĕç.
— Чăн та, çавнашкал ĕçсене влаç представителĕсем ыйтнипе кăна мар, чĕре хушнипе пурнăçламалла пек. Хамăрăн историе эпир хисеплемесен çитĕнекен ăру камран тĕслĕх илĕ? — терĕ Михаил Игнатьев уяв пĕлтерĕшне палăртса.
Çитĕнекен ăру тенĕрен, Çĕнтерÿ кунне уявлама кăçалхипе иккĕмĕш хут шкул ÿсĕмне çитменнисем те хастар хутшăнĕç. Шупашкарта çар тумĕллĕ садик ачисен парадне 1,5 пине яхăн шăпăрлан хутшăнма хатĕрленет.
Ирина ИВАНОВА