Юрлама та, ташлама та ăста

Акан 23-мĕшĕнче урамра çумăр çурĕ пулин те вăл хĕрачасемпе арçын ачасене савăнăçлă уява пуçтарăнма чăрмантармарĕ. Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн çуртĕнче республикăри тĕрлĕ кĕтесрен пухăннă шăпăрлансен сасси янăрарĕ. Унта «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурс фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ. Хăйсен пултарулăхне кăтартса хисеп хутне, медале тивĕçни кăна мар, çĕр-çĕр юрăсен авторне, Мускавран килнĕ Григорий Гладкова курни те вĕсемшĕн савăнăç пулчĕ. Ачасемпе пĕрле эпĕ те çак пултаруллă çынпа çывăхрах паллашрăм.

«Чăваш Ен ахахĕ». Çитĕнекен ăру чăнахах та ахах. Юрлама çеç мар, ташлама та ăста. Чунран тухакан илемлĕ сассипе куракана тĕлĕнтерет. Юррисем вара шухăшсен авăрне путараççĕ. Лауреат ятне çĕнсе илнисем республика чысне Мускаври фестивальсенче хÿтĕлеççĕ, пирĕн культурăпа ыттисене тĕлĕнтереççĕ. Пирĕн «ахахсем» Америкăри, Китайри, Грецири çынсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Конкурс çĕнтерÿçисем Пĕтĕм тĕнчери «Чунга-Чанга», «Пĕчĕк кăвакалсен ташши» фестивальсене хутшăнаççĕ. Çакă чăваш ачисем маттур пулнине çирĕплетет. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.