ЧĂВАШ ЕН АХАХĔСЕМ
Иосиф Кобзонпа пĕрле сцена çинче юрланă
Пурнăç çулĕпе пĕр чарăнмасăр - юрăпа
Кĕвве илтсен чунăм та юрлама тытăнать
"Артист пулмах çуралнă эсир", - çапла калать Надежда Николаевна хăйĕн ачисене. Асли Мария юрă-кĕвĕ тĕнчинчех ÿснĕ. Çавăнпах вăл шăллĕсене те юрлама вĕрентнĕ. Музыкăна парăннă пике чун киленĕçĕ пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртать. Ара, урамра ăмăр е ăшă çанталăк-и, чунра хавас е пусăрăнчăк кăмăл-и - вăл яланах юрлать. Нумаях пулмасть алла аттестат илнĕ Мария Кириллова музыка тĕнчи мĕнпе илĕртни пирки каласа пама килĕшрĕ.
“Кашнинчех сцена çине пĕрремĕш хут тухнăн туятăп”
Çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕнче çуралса ÿснĕ Анна Андреевăпа тĕл пулсан вăл атте-анне чĕлхипе тăван халăхшăн вăй-халне шеллеменнине ăнлантăм. Шупашкар районĕнчи Пархикассинче пурăнаканскер ăруран ăрăва упраннă чĕлхерен вăтанмасăр калаçни, чăвашла таса пуплени калама çук савăнтарчĕ.