Комментари хушас

9 Ака, 2015

“Кашнинчех сцена çине пĕрремĕш хут тухнăн туятăп”

Çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕнче çуралса ÿснĕ Анна Андреевăпа тĕл пулсан вăл атте-анне чĕлхипе тăван халăхшăн вăй-халне шеллеменнине ăнлантăм. Шупашкар районĕнчи Пархикассинче пурăнаканскер ăруран ăрăва упраннă чĕлхерен вăтанмасăр калаçни, чăвашла таса пуплени калама çук савăнтарчĕ.

Аня 16 çулта кăна пулин те малашнехи пурнăçĕ еплерех пулассине халех палăртнă. Вăл пысăк сцена çинче илемлĕ юрăсем шăрантаракан çăлтăр, çитĕнекен ăрăва юрлама вĕрентекен педагог пуласшăн. Анна çак çула ахальтен суйламан: пике музыкăпа тачă çыхăннă. Тĕрĕссипе, çамрăк юрăç ача чухне тĕрлĕ професси пирки шухăшланă. Пĕррехинче телевизорпа балеринăсене курнăскер ÿссен чĕрне вĕççĕн ташлама ĕмĕтленнĕ. Çав вăхăтрах чунĕ сцена çине туртса алла микрофон тытма ыйтнă. Андреевсен çемйи халăх юрри-ташшине кăмăллать. Аньăн ашшĕ Виссарион Васильевич купăс калама ăста. Амăшĕ Елена Семеновна, пикен икĕ аппăшĕ, пиччĕшĕ юррăн пуян тĕнчине кăмăллаççĕ. Аня шкула кайичченех тăван ялти культура çуртĕнче иртнĕ тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Çапах дебют «Шупашкар районĕн ахахĕсем» конкурсра пулнă. Ун чухне 1-мĕш класа çул такăрлатакан хĕрача шкул чысне хÿтĕленĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.