Иосиф Кобзонпа пĕрле сцена çинче юрланă

14 Кăрлач, 2016

Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре пурăнакан Игорьпе Алевтина Окликовсем çамрăк чухнех юрра-ташша ăста пулнă. Çемьери уявсенче халĕ те юрă-кĕвĕ хуçаланать. Вĕсен виçĕ тĕпренчĕкĕ те çак енĕпе ухута. Кашниех музыка, искусство шкулĕсенче ăсталăхне туптанă. Нумаях пулмасть кĕçĕн хĕрĕ Аня Мускаври «Крокус Сити Холра» ача-пăча мультфильмĕсем валли чылай сăвă шăрçаланă Юрий Энтин ячĕпе иртнĕ «Ырăлăх çулĕпе» концерта хутшăннă. Пĕлтĕрхи çулла Юрий Сергеевич хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тунă. Концерта вара раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ çулта «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурс çĕнтерÿçисем пулнă Анна Андреева, Ксения Гришина тата Анна Окликова хутшăнма тивĕçнĕ. Аня Андреева концертра пĕччен юрланă пулсан Ксения Гришинăпа Аня Окликова Раççей эстрада юрăçипе, СССР халăх артисчĕпе Иосиф Кобзонпа пĕрле сцена çине тухнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.