Кĕпер пулĕ вăхăтра, халăх çÿрĕ савăнса
12 May, 2016 | Ял хуçалăхĕ

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Вăрнар районĕнче тимĕр-бетонран кĕпер тăвас, çурхи культурăсене акас ĕçпе паллашрĕ.

Кăçал хута ярсан вăл Калинино-Патăрьел-Елчĕк автоçула Мăн Çавал юханшывĕ урлă çыхăнтарĕ — республикăн чылай районĕнчи пин-пин автотранспортăн çулçÿревне йĕркелеме май парĕ. ЧР Правительстви кĕпере ĕçе кĕртме 23 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.

Премьер-министра объектра çĕнĕ подряд организацийĕн — «Воддорстрой» тулли мар яваплă обществăн — тĕп инженерĕ Леонид Евдокимов кĕтсе илчĕ, строительство еплерех пынипе паллаштарчĕ.

Кĕпере тутаракан саккасçă — «Чăвашупрдор» хысна управленийĕ — кăçалхи ака уйăхĕн пуçламăшĕнче объекта тăвакан организацие палăртас тĕллевпе тепĕр уçă аукцион ирттерчĕ, — терĕ. — Унта «Воддорстрой» çĕнтерчĕ, управлени унпа килĕшÿ çирĕплетрĕ. Пирĕн строительсем Мăн Çавал çинче ака уйăхĕн вĕçĕнче ĕçе пикенчĕç. Тимĕр-бетон сăвайсем çапнă, каштасемпе плитасем хунă. Часах икĕ енĕпе карлăксем тăрататпăр, çул çине асфальт саратпăр. Çынсене иртме тротуар та пулĕ. Автотранспорт кĕпер урлă çĕртме уйăхĕнче каçса çÿреме пуçлĕ. Пĕтĕм ĕçе пурнăçлама обществăна 18,1 млн тенкĕ уйăраççĕ».

И.Моторин кĕпер хывакансен умне тухса тăнă çивĕч ыйтусене пĕлесшĕн пулчĕ. «Строительство материалĕсем кÿрсе килтĕмĕр, — хуравларĕ тĕп инженер. — Объектра специалистсен ушкăнĕ тăрăшать. Халиччен тунă ĕçсемшĕн обществăна укçа куçарма смета хатĕрлесе патăмăр».

И.Моторин ЧР Çул-йĕр фондĕнчен памалли кĕмĕле «Воддорстрой» счетне вăхăтра пуçарма хушрĕ. Кĕпере çĕртме уйăхĕнче хута яма кансĕрлекен пĕр чăрмав та курманнине пĕлтерчĕ.

Юнашарах вырнаçнă кивĕ кĕпере хупнă пирки автотранспорт Аçăмçырми ялĕ витĕр çÿренĕрен асфальт çул чылай тĕлте ваннă. «Ăна юсас ыйтупа район администрацийĕн Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствине тухмалла», — терĕ Иван Борисович.

Мĕнех, Республика кунне уявланă кунсенче Вăрнар тăрăхĕнче пысăк объекта туса пĕтересси иккĕлентермест. Ăна вĕçлеме «Воддорстрой» умĕнхи подряд организацине — «Чувашавтодор» обществăна — хăварнă-тăк тĕллеве асăннă уйăхра пурнăçлаччĕç-ши?

Кĕпер тутарас пирки «Чăвашупрдор» унпа 2014 çулхи çĕртме уйăхĕнчех килĕшÿ çирĕплетнĕ. Строительство ĕçĕсемшĕн ăна укçа вăхăтра панă. Анчах подрядçă унпа тĕллевлĕн усă курман, ĕçе тăсса янă. Юрать-ха, республика ертÿлĕхĕ «Чăвашавтодорпа» тунă килĕшĕве татса çĕнĕ подрядçă суйласа илме сĕннĕ. Правительство ертÿçи Вăрнар районĕнчи К.Маркс ячĕллĕ тата «Мураты» кооперативсенче ĕçлĕ çулçÿреве тăсса уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.