Уйрăлми тăватă тус

Варя Скворцова, Вика Кузьмина, Юля Кузьмина, Наташа Андреева — пĕр класри туссем. Пурте спортра тата вĕренÿре çитĕнÿсем тăвас тесе тăрăшаççĕ.

— Çавăн пекех мана питĕ-питĕ футбол, волейбол вăййисем килĕшеççĕ. Туссемпе яланах мечĕк хыççăн хăвалатпăр. Уйрăмах çулла урамри ăмăрту кăмăла çĕклет. Бокс та кăмăла каять, анчах ку енĕпе секци тавраш çукран пултарулăхăма аталантарма май килмест. Хăй вăхăтĕнче атте те спортпа вăйлă пулнă, — тет мал ĕмĕтлĕ Варя Скворцова.

— Варя пекех, эпĕ те футболшăн, волейболшăн тунсăхлатăп. Çавăнпа физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Стадиона тухсан хама çил ачи пек туятăп. Хирĕç вылякансенчен мечĕк туртса илсе хапха еннелле ыткăнатăп, — йăл кулса пуплет Вика Кузьмина.

— Юрра-ташша юратнăранах «Шăпчăксем» ансамбле кăмăлтанах çÿретĕп. Ăна Галина Геннадьевна Степанова ертсе пырать. Пултарулăхне кура эпир те ун пек пулма тăрăшатпăр. Ÿкерес туртăм та пысăк. Çын сăнне сăнÿкерчĕке пăхса кăларатăп. Уйрăмах шурă хут çине çут çанталăка сăнлатăп. Унăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр илемлĕ-çке. Куçа илĕртекен вăрман-ката, ем-ешĕл уй-хирпе çаран, хĕвел шевлипе йăлтăртатакан пĕве-кÿлĕ, таврана çутăлăх парнелекен уйăхпа çăлтăрсем кирек кам чунне лăпкăлăх парнелеме пултарнине пурте пĕлетпĕр. Авă, писательсемпе поэтсем те ытларах çут çанталăка сăнлаççĕ. Кĕнекери сăнарсем, йывăç-курăкпа, хурт-кăпшанкăпа е çил ачисемпе калаçнине кам вуламан-ши? — шухăша кайса сăмах çăмхине сÿтет Наташа Андреева.

Суякан, икĕ питлĕ тата сăмаха çилпе вĕçтерекене пĕрре те кăмăлламасть Наташа. Çавăнпа полици ĕçченĕ пулас шухăш канăç памасть ăна.

Юля Кузьмина сăвва илемлĕ вулама ăста. Ăмăрту-конкурсра яланах малти вырăна йышăнать. Юратнă поэт — Сергей Есенин. Унăн тарăн шухăшлă сăввисен кĕнекине кирек хăш та вăхăтра та алла илме тăрăшать.

— «Шăпчăксем» ансамбле çÿрени те кăмăла çĕклет. Ара, эпир кирек хăш ăмăртуран та çĕнтерÿпе таврăнатпăр вĕт! Маншăн юрă-ташă — чун уççи. Юрламасăр, ташламасăр пурăнаймастăп эпĕ, — пĕтĕмлетет хăй шухăшне хастар пике.

Туссем ĕнтĕ çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çитменнине кантăкран кĕрекен хĕвел шевли кашни кун урама тухма йыхрав тăвать...

Элиза ВАЛАНС.

Комсомольски районĕ,

Çĕнĕ Мăрат.

 

Элиза ВАЛАНС"Тантăш" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.