Пурнăç çулĕпе чыслăн утма сăмах пачĕç
Айккинчен пăхсан — парад иртет тейĕн, тĕрĕссипе вара Шупашкарти 14-мĕш шкул вĕренекенĕсем — тĕттĕм кăвак кительлĕ, пилоткăллă хĕрсемпе яшсем, шкул картлашки çине тин ярса пуснă шăпăрлансемпе вĕсенчен аслăрах ÿсĕмри ачасем — "юлашки шăнкăрава" халалланă линейкăна пухăннă. Вĕсем кăна-и? Кĕç-вĕç сывпуллашма хатĕрленекен кадетсене вĕренсе пĕтернĕ ятпа саламлама шкулăн пĕтĕм ĕçченĕ, ашшĕ-амăшĕ пуçтарăннă. Сумлă хăнасем те килсе çитрĕç: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ЧР ШĔМĕн представителĕсем.