"Тимĕр лаша" хатĕр-и?

Çуллахи вăхăтра велосипедпа çÿрени вăхăта перекетлет çеç мар, сывлăха та çирĕплетет. Ăна упрама вырăн нумай кирлĕ мар, бензин та «çимест».

Хĕллехи сивĕ велосипеда япăх витĕм кÿрет. Май пулсан ăна ăшăрах вырăнта упрамалла. Управа хуриччен лайăх çуса тасатмалла, мĕнпур детальсене техника çăвĕпе сĕрмелле, пусмапа е пленкăпа витмелле, рамăран çакса хумалла.

Çуркунне велосипеда антарсассăн тимлĕ тĕрĕслемелле. Тутăх лекнĕ тĕлсене хырса тасатмалла, çупа сĕрмелле е çуллă сăрăпа сăрламалла.

Велосипедăн çак деталĕсене çупа сĕрмелле:

  • Велосипед сăнчăрне /цепь/, çăлтăрĕсене. Сăнчăра çу тумлатмалла та педале çавăрмалла, çăлтăрсене çуллăлатмашкăн хăвăртлăх пускăчне куçарса пымалла.
  • Тормоз тросне, шарнирĕсене, трос «çанă» ăшне кĕрекен тĕлсене.
  • Хăвăртлăх переключателĕн мĕнпур деталĕсене.
  • Кустăрма тĕнĕлĕсене, подшипниксене çăрарах çуллă хутăш сĕрсен аванрах.
  • Велосипедăн винчĕ-гайкисене йăлтах тĕрĕслемелле. Кирлĕ пулсан çемçетмелле е хытармалла.
  • Çăва кирлинчен ытла сĕрмелле мар, ытлашшине салфеткăпа шăлса илмелле. Ытлашши çу тусан çеç пуç­тарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.