Новости по теме

22 Çу, 2019

Сителте стелла уçнă

Патăрьел районĕнчи Сител ял çыннисем хăйсем тăрăшнипе яла пырса кĕнĕ вырăнта «Сител» стелла вырнаçтарнă. Ку ĕçе Первомайски ял тăрăхĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Ăна чăваш орнаменчĕсемпе илемлетнĕ: пĕр енне ял историне çырнă, тепĕр енне — сăвă йĕркисем.

22 Çу, 2019

Шупашкарта хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи паллă актерсемпе тĕл пулусем иртеççĕ

Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль — республика культура пурнăçĕнчи паллă пулăм. Акă вун иккĕмĕш фестиваль ĕçе пикенчĕ ĕнтĕ. Шупашкарти кинотеатрсенче, культура учрежденийĕсенче, çавăн пекех районсенчи юлашки çулсенче уçнă çĕнĕ кинозалсенче конкурса тăратнă ĕçсене кăтартаççĕ. Унсăр пуçне ăсталăх класĕсем, тĕлпулусем, пресс-конференцисем, пултарулăх класĕсем иртеççĕ.

20 Çу, 2019

Ентеш рекорда çĕнетнĕ

Вырсарникун Мускав урамĕсенче иртнĕ çурма марафон вĕçленнĕ. Унта чăваш çăмăл атлетика шкулĕн спортсменĕсем çĕнтерÿпе палăрнă. Хĕрарăмсенчен финиша чи малтан Олимп вăййисен 2 хут бронза призерĕ Татьяна Архипова çитнĕ. Ăна хатĕрлекенĕ — Михаил Кузнецов тренер.

20 Çу, 2019

Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль хăнисемпе Чăваш Ен Ертÿçи тĕл пулчĕ

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль уçăлĕ. Этника тата регион киновне халалланăскер кăçалхипе 12-мĕш хут иртĕ.

20 Çу, 2019

Чăваш Енре суйлав йĕркеллĕ иртнĕ

Вырсарникун Улатăр хулинче, икĕ районта тата çичĕ ял тăрăхĕнче вырăнсенчи депутатсен суйлавĕ иртнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сасăлава пĕтĕмлетрĕç.

20 Çу, 2019

Кашни ял тăрăхĕнчех шыва кĕмелли вырăн кирлĕ

Çуллахи кунсем çывхарнă май шыв çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем мала тухаççĕ. Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министр Вениамин Петров ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе республикăра 13 пляж, шыва кĕмелли 42 вырăн йĕркелеме палăртнă. Ун шучĕпе, ку питĕ сахал, кашни ял тăрăхĕнчех çавнашкал вырăнсем пулмалла.

20 Çу, 2019

Чăваш Енре кăçал китай чĕлхипе те экзамен тытĕç

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен темипе вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов сăмах илчĕ.

20 Çу, 2019

Çураки вĕçленсе пырать

Районсенчен ытларахăшĕнче çуракине вĕçленĕ. Тата пилĕк теçетке ытларах хуçалăхра кăна ĕçсем малалла пыраççĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.

Pages