Чăваш Енри ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,78% танлашать
Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва эрнесерен тишкерекен кăтартусем тăрăх, хăйсене «ĕçсĕр» тесе 4735 çын палăртнă.
Çулталăк пуçланнăранпа 13604 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 171-шĕ — сывлăх енчен хавшаккисем. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне экономика тĕлĕшĕнчен активлă халăх хушшинчи ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,78% танлашать. Чăваш Республики асăннă кăтартупа федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи округĕнче 4-мĕш вырăн йышăнать.
Ĕçсĕрлĕх шайĕ Вăрмар, Комсомольски тата Çĕрпÿ районĕсенче чи пĕчĕкки.
ЧР Ĕçлев министерстви палăртнă тăрăх, 18936 ĕç вырăнĕ пушă иккенне 1911 ĕç паракан пĕлтернĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Комментари хушас