Çураки вĕçленсе пырать

Районсенчен ытларахăшĕнче çуракине вĕçленĕ. Тата пилĕк теçетке ытларах хуçалăхра кăна ĕçсем малалла пыраççĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.

Аграрисене çăмăл килменни куçкĕрет. Çанталăка кура кăçал техника уя пĕлтĕрхинчен иртерех тухнă пулин те кĕрхи культурăсем нумай пĕтнине, çав лаптăксене çĕнĕрен акма тивнине пула ĕçсем иртнĕ çулхинчен вăрахарах кайнă. 50 пин гектар ытла лаптăкри калчасем йĕркеллĕ хĕл каçайман, сиен виçи — 440 милиона яхăн тенкĕлĕх.

Тунтикун тĕлне çурхисене пĕтĕмпе 210 пин гектара яхăн акнă — палăртнин 87% чухлĕ. Кĕрхисене пăсса акнă лаптăксем 41 пин гектарпа танлашаççĕ. Сергей Геннадьевич кăçал хуçалăхсем çу культурисене ытларах акнине çирĕплетрĕ — рапс, горчица, хĕвел çаврăнăш лаптăкĕсем анлăланнă. Çав вăхăтрах çĕр улми ани хĕсĕнес хăрушлăх пур: 7,5 пин гектар паланланă, хальлĕхе 4,4 пин гектар лартнă. Министерство иккĕмĕш çăкăра ытларах çитĕнтермелле тесе шутлать.

Министр сухан-севок теми çинче те пайăррăн чарăнса тăчĕ. Виçĕм çул севока республикăра нумай туса илнĕ, унăн хакĕ анса ларнă — килограмĕ 5 тенкĕ таранах. Çавăнпах-тăр пĕлтĕр ăна чылай сахалрах çитĕнтернĕ, çавна май кăçал севок çителĕксĕррине кура хак та хăпарса кайнă — килограмĕ 70-тен пуçласа 600 тенкĕ таранах пысăкланнă. «Интереслĕ культура, — терĕ Сергей Геннадьевич. — Ăна ытларах туса илмелле. Республикăн кăнтăр енчи районĕсенче кăна та мар…»

Çу уйăхĕн пуçламăшĕнчех çуллахи çанталăк килнĕ май типĕпе шăрăх хăратнăччĕ те — халь ку енĕпе те пăшăрхану çук. Министр иртнĕ çумăрсем уйăхри нÿрĕкĕн 30% «парнелени» пирки каларĕ, çавна май халь тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ, çумăрсем татах пулмалла — хресченшĕн кăмăллă пулма сăлтав пур. Çĕрпÿ районĕнче, авă, пĕр хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлеме те пуçланă. Ыттисем те кĕçех хускалĕç. Михаил Игнатьев çак ĕçе те министерство енчен йĕркелесе пымалли пирки асăрхаттарчĕ. Курăка вăхăтра çулмалла — техника çителĕксĕр чух çакă пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ, кая юлсан выльăх апачĕн пахалăхĕ чакасси те часах.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас