Сителте стелла уçнă

22 Çу, 2019

Патăрьел районĕнчи Сител ял çыннисем хăйсем тăрăшнипе яла пырса кĕнĕ вырăнта «Сител» стелла вырнаçтарнă. Ку ĕçе Первомайски ял тăрăхĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Ăна чăваш орнаменчĕсемпе илемлетнĕ: пĕр енне ял историне çырнă, тепĕр енне — сăвă йĕркисем.

Уява Канаш районĕнчи Сител ялĕнчен хăнасем хутшăннă. Шăпах çĕр-çĕр çул каялла Канаш районĕнчи Сител ялĕнче пурăнакансем Патăрьел тăрăхне куçса кайса тепĕр Сител пуçарса янă.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕксем.

Рубрика: 

Комментари хушас