Комментари хушас

21 Çу, 2019

Шупашкарти кинофестиваль пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнлĕ

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери 12-мĕш кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Михаил Васильевич шухăшĕпе, кинофестиваль — Чăваш Ен культура пурнăçĕнчи сумлă, кăсăклă, халăх кĕтекен самант. Шăпах вăл республика çыннисене çĕршыври тата чикĕ леш енчи киноискусство ĕçченĕсемпе çывăхланма пулăшать.

Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнлĕ пире, куракансене, юратнă фестиваль. Çак тапхăрта тĕп хулари «Три пингвина», «Синема 5», «Волжский», «Мир Луксор» кинотеатрсенче, культура учрежденийĕсен ултă кинозалĕнче тата çамрăксен «Х.Б.К.» лапамĕнче илемлĕ фильмсен тата регионсенчи этнос пĕлтерĕшлĕ картинăсен конкурсне тăратнă, çавăн пекех ретроспективлă ĕçсемпе, жюри членĕсен парнийĕсемпе паллашма май пулĕ. Палăртма кăмăллă: çак кунсенче районсенчи 15 кинозалта та фестиваль программинчи фильмсене кăтартĕç.

Хăнасен шухăшĕсемпе паллашар-ха.

Одельша АГИШЕВ, илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюри председателĕ:

Тинех Раççейре туса кăларнă фильмсем те кинозалсене лăк тулли пуçтарма тытăнчĕç. Лайăх, этем чунне çывăх картинăсем хăйсем патне туртаççех. Эпир те, жюри членĕсем, 12-мĕш кинофестивальтен çавнах кĕтетпĕр. Шăпах кунта, регионсенче, пирĕн киноискусствăн сумне малалла тытса пыма тивĕçлĕ çĕнĕ, çамрăк ятсен — режиссерсен, сценаристсен, актерсен — хумĕ çĕкленме пултарĕ.

Брукард ДАМИЕН, Австралин Раççейри посольствинче культура енĕпе ĕçлекен атташе тата иккĕмĕш секретарĕ:

Кинофестивале чĕннĕшĕн тата Австрали фильмĕсене Шупашкарта пуçласа кăтартма май туса панăшăн тавтапуç. Асăннă кинофестиваль Австралипе Чăваш Ен хушшинчи туслăхăн пĕрремĕш утăмĕ пуласса шанатăп.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: