Комментари хушас

20 Çу, 2019

Чăваш Енре кăçал китай чĕлхипе те экзамен тытĕç

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен темипе вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов сăмах илчĕ.

Вăхăт çитичченех йĕркелекен экзаменсем хыçа юлнă ĕнтĕ. Тĕп экзаменсем вара 9-мĕш классемшĕн çитес эрнекун пуçланаççĕ, 11-мĕшсемшĕн — çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче. Тĕрĕслев утă уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче вĕçленет. Çĕнĕлĕхсен шутĕнче министр ют чĕлхесемпе тытмалли экзамен анлăланнине асăнчĕ. Хальччен акăлчан, нимĕç, француз чĕлхисемпе, ытти хăш-пĕр чĕлхепе экзамен тыттарнă, кăçалтан вара çак списока Китай чĕлхи те кĕрет. Республикăра çак чĕлхепе экзамен тытмашкăн пĕр çын регистрациленнĕ.

Экзаменсем çирĕп йĕркепе иртĕç. Видео ÿкерĕвĕ, металлодетекторсем, ытти — ултавран шанчăклă сыхланнă. Сергей Владимирович пĕлтĕр Чăваш Енре 41 яшпа хĕр экзаменсенче 100 балл пухнине аса илтерчĕ. Кăçал та унтан кая пулмалла мар, иккĕленмест вăл.

www.hypar.ru

Рубрика: