Новости по теме

10 Авăн, 2019

Çул çинчи инкек

Ĕнер, авăнăн 9-мĕшĕнче, Елчĕк районĕнче çул çинче инкек сиксе тухнă. Елчĕкрен тухнă шкул автобусĕнче 20 ача пулнă. «Ленд Крузер» водителĕ çул çинчи йĕркене пăснине пула автобус кювета кайнă.

9 Авăн, 2019

Инфратытăм кирлĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси мĕнлерех пынине юстици министрĕ Наталья Тимофеева пĕтĕмлетрĕ. Çак правăпа усă курмаллисен шучĕ республикăра 14 пинрен те иртнĕ ĕнтĕ. Хальлĕхе 8 пин ытла çемьене, 57%, лаптăксем панă.

9 Авăн, 2019

Суйлав ăнăçлă иртнĕ

Вырсарникун Раççейĕн 85 субĕектĕнче суйлавсем иртнĕ. Çав шутра — Чăваш Енре те.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, республикăра Патшалăх Канашĕн пĕр депутатне тата вырăнти хăй тытăмлăхăн 45 депутатне суйланă. Суйлав, ун шучĕпе, ăнăçлă иртнĕ. Суйлавçăсем сасăлава хастар хутшăннă — чылай районта кăтарту 90% та иртнĕ. Пур çĕрте те мандатсен хуçисем паллă.

9 Авăн, 2019

"Паха тĕрĕ" Мускаври куравра

Мускаври «Сокольники» культурăпа курав центрĕнче «Раççейри харпăр музейсем» хăйне евĕр курав проекчĕ йĕркеленчĕ. Унта çĕршывăмăрти 100 ытла музей хăйĕн экспоначĕсемпе паллаштарчĕ.

7 Авăн, 2019

Ентешĕмĕртен тĕслĕх илмелле

Паян "Олимпийский" стадионта "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Старта вĕренÿ учрежденийĕсен, тĕрлĕ предприятипе организаци, çемье командисем тухрĕç. Ăмăртура массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем те хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. 

Спортсменсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Олимп чемпионки Елена Николаева тата "Советская Чувашия" хаçатăн теп редакторĕ Владимир Васильев ăнăçу сунчĕç.

6 Авăн, 2019

Тĕнче чемпионачĕн волонтерĕсем тĕл пулчĕç

Паян Шупашкарти Çамрăксен пуçарулăхĕсен центрĕнче чи пултаруллă волонтерсем пухăнчĕç. Вĕсем — çурла уйăхĕн 22-27-мĕшĕнче Хусанта иртнĕ ĕç профессийĕсен Пĕтĕм тĕнчери WorldSkills чемпионата хутшăнакансем.

6 Авăн, 2019

Эстафета ăмăртăва чĕнет

Авăн уйăхĕ тĕрлĕ ăмăртупа турнир ирттермелли лайăх вăхăт пулса тăчĕ. Акă ыран черетлĕ ăмăрту старт илет.

Атлетсем «Советская Чувашия» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Кăçал та эстафетăна «Олимпийский» стадион йышăнĕ. 81-мĕш хут иртекен турнира Андриян Николаев космонавта асăнса ирттереççĕ тата Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă.

6 Авăн, 2019

Палăртнă объектсене мĕнле тăваççĕ?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшсе тăракан «Çул-йĕр сечĕсем» регион проектне пурнăçласа Шупашкарта тăвакан ĕçсемпе паллашрĕ.

5 Авăн, 2019

Андриян Николаев çынлăхĕ — çамрăксемшĕн тĕслĕх

Паян Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă турĕç. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Андриян Николаевăн хĕрĕпе мăнукĕ — Елена Андрияновнăпа Андриян, Совет Союзĕн Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Александр Баландин, Раççей Геройĕсем Павел Виноградов, Николай Гаврилов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Pages