Çул
Хăш ялта? Хăш урамра?
Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2017 çулхи «Чăваш Республикин территорийĕнче общество инфратытăмне вырăнти пуçарăва тĕпе хурса аталантармалли проектсене пурнăçласси çинчен» указпа килĕшÿллĕн муниципалитетсенче строительство ĕçĕсем пыраççĕ.
Выçă пулсан та — çара мар
Пирĕн ĕçре кунĕн-çĕрĕн пуху иртет… Кашни вак-тĕвек ыйтăва пуху ирттерсе татса парасси йăлана кĕнĕ. Ирхине чупатăн вара чĕлхе кăларса — канашлуран тăрса юлас марччĕ кăна. Унсăрăн айăп тÿсесси часах — балсем тăрăх тÿлессине хушупах çирĕплетрĕç те, кашни утăма шутласа ярса пусма, кашни сăмаха пуç тавра çиччĕ çавăрттарса калама тивет халĕ. Хавхалантарма та балсене шута илеççĕ, явап тыттарма та. Пĕрремĕш пайĕ лайăх-ха, хавхаланма эпир нихăçан та хирĕç мар.