Комментари хушас

Мускаври «Сокольники» культурăпа курав центрĕнче «Раççейри харпăр музейсем» хăйне евĕр курав проекчĕ йĕркеленчĕ. Унта çĕршывăмăрти 100 ытла музей хăйĕн экспоначĕсемпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикин ÿнер промыслисен «Паха Тĕрĕ» фирма те хăйĕн ĕçĕсемпе тăратрĕ.

Куракансене уйрăмах чăваш тĕррин ăсталăх класĕсем кăсăклантарнă. Наци тумĕ, хĕрсемпе хĕрарăмсен пуç хатĕрĕсем те интереслентернĕ.

Курав музейсен тухăçлă проекчĕсемпе, туристсене илĕртмелли мелсемпе паллашма, юриспруденципе финанс ыйтăвĕсене уçăмлатма май парать.

www.hupar.ru