Наркотиксемпе мĕнле кĕрешеççĕ?
Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
Ларура наркопреступленисен халĕ вăй илсе пыракан тĕсĕсемпе мĕнле кĕрешнине сÿтсе яврĕç. Ку енĕпе мĕнле мерăсем йышăнни пирки ЧР Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров каласа кăтартрĕ. Вăл кăçал 8 уйăхра регистрациленĕ наркопреступленисен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2% чакнине пĕлтерчĕ.