Комментари хушас

25 Авăн, 2019

Юбилее тăван кĕтесĕнче тума тĕв тытнă

Паян СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Валерий Николаевич юбилее тăван кĕтесĕнче - Шăмăршă тăрăхĕнче паллă тума тĕв тытнă. Çавна май Яковлевсен çемйи кăна мар, театр коллективĕн пысăк ушкăнĕ унта тухса кайрĕ.

Район центрĕнчи пĕрремĕш тĕлпулу салари шкулта иртрĕ. Унти акт залĕнче иртнĕ мероприятире ачасем паллă ентешне курса савăнчĕç кăна мар, ăна ыйтусем пачĕç, артист пурнăçĕпе кăсăкланчĕç. Оксана Драгуновăпа Сергей Павлов артистсем "Ялта" спектакльти пĕр сценăна вылярĕç.

Унтан çул Валерий Николаевичăн тăван ялне Виçпÿрт Шăмăршăна выртрĕ. Тăван çурчĕ хупă ĕнтĕ, анчах та çывăх тăванĕ - аппăшĕ Луиза - пурăнать. Вăл тата унăн ачисем, ял çыннисем ăшшăн ертсе илчĕç халăх артистне. Каçхине Шăмăршăри культура çуртĕнче районта пурăнакансем юратнă артистпа тĕл пулĕç.

Сăн ÿкерчĕксем...

www.hypar.ru

Рубрика: