Правительствăра: пĕчĕк шалу хăрушсăрлăха та хавшатать
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсенче вăл е ку министерство хăйĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет тăвать. Ку хутĕнче Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру министерствин черет çитрĕ — юнкун Вениамин Петров министр доклад турĕ.
Вениамин Иванович палăртнă тăрăх, министерствăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче — халăха çут çанталăкпа, техникăпа çыхăннă инкексенчен хÿтĕлесси. 2018 çулта çут çанталăкпа çыхăннă икĕ тата техникăпа çыхăннă пĕр инкек пулнă. Чи малтанах — çу уйăхĕн вĕçĕнче, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче республикăри темиçе района тустарса иртнĕ çил-тăвăл. Вун-вун ял шар курнă, сиен те пысăк. Техникăпа çыхăннă инкек пирки калас тăк, Шупашкар çывăхĕнче микроавтобуса хирĕç килекен грузовик пырса çапнă май 12 çын, Мускава ĕçлеме каймашкăн çула тухнă чăваш хĕрарăмĕсемпе арçыннисен, пурнăçĕ татăлнăччĕ.
Кăçал та инкексĕр мар. Ака уйăхĕн вĕçĕнчи ЧС — кĕрхи культурăсен калчисем пĕтнипе çыхăннăскер. Тĕрлĕ районта 300 ял хуçалăх предприятийĕ шар курнă, сиен — 440 миллион тенкĕлĕх. Унтан — Шăмăршă районĕнче çул çинче пулнă авари. Çав тĕслĕхре 5 çын пурнăçĕ татăлнă.
Вениамин Иванович пушарсенче çынсем вилессипе çыхăннă лару-тăру çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Виçĕм çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр пушарсен шучĕ чакнă-ха, çынсем те сахалрах вилнĕ. Анчах ĕçкĕпе сăлтавланакан инкек ытла та нумай. Пĕлтĕр пушарсенче вилнисен 71% ÿсĕр пулнă.
Вениамин Иванович хăйĕн сăмахне пăшăрханупа вĕçлерĕ. Пушар хуралĕнчен, çăлав службинчен çынсем пăраха-пăраха каяççĕ. Сăлтавĕ — ĕç укçи пĕчĕкки. Пĕлтĕр 33 çын кайнă, кăçал — тата 28-ăн… Çăлавçă шалăвĕ пĕтĕмпе те 16 пин тенкĕпе кăна танлашать-мĕн. Çавăнпа кăçал кăна 10 çын, çав шутра темиçе водолаз ĕçпе сывпуллашнă. Çак туртăм федераци шайĕнчи службăра шалăва самай пысăклатнă, 24 пин тенке çитернĕ /Çĕнĕ çултан вара 32 пинпе танлашмалла/, хыççăн пушшех вăйланнă — çынсем унта куçаççĕ. «Ĕç укçине пысăклатмасăр çынсене хамăр патра тытса тăма питĕ йывăр», — сăмахне пĕтĕмлетрĕ министр.
Правительство Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ хушшинчи чикке çирĕплетекен килĕшĕве çирĕплетесси çинчен калакан саккун проектне ырларĕ. Пухăннисем Министрсен Кабинечĕн маларах тунă темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртессине симĕс çутă пачĕç.
Николай КОНОВАЛОВ.