Канашлу: пĕр ыйту татăлать, тепри сиксе тухать

26 Авăн, 2019

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи комисси кашни уйăхрах шалу парăмĕсемпе тата ĕç укçине вăхăтра, туллин парассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухать.

«Пĕр ыйтăва татса паратпăр та, тепри сиксе тухать, — терĕ республика ертÿçи Михаил Игнатьев ĕнер черетлĕ хут ирттернĕ канашлура. — Çапах та республикăра парăмсене татас туртăм пурри сисĕнет. Çĕртме уйăхренпе 38 процента яхăн чакрĕ». Апла пулин те çак ыйту вĕçне пăнчă лартма май килмест-ха. ЧР Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçи — тĕп патшалăх ĕç инспекторĕ Алексей Метелкин каланă тăрăх — авăнăн 24-мĕшĕ тĕлне республикăри 27 организацин шалу парăмĕ 103 миллион тенкĕрен иртнĕ. Çав предприятисенче ĕçлекен 2154 çын вăхăтра ĕç укçи илейменрен нушаланать.

Уйрăмах «Чăвашавтотранс» ПУПăн парăмĕсем пысăк. Кунти йывăр лару-тăру темиçе çула тăсăлать ĕнтĕ. Бюджет пулăшăвĕпе парăмсен пĕр пайне пĕтерме май килнĕ. Тата 41 миллион тенкĕ çакăнса тăрать. Канашлăва чĕннĕ предприяти представителĕ çирĕплетнĕ тăрăх — çав парăмпа пурлăха сутнă хыççăн татăлмалла. Анчах вăл хăçан сутăнать? Республика ертÿçин çак ыйтăвĕ хуравсăр юлчĕ. Михаил Игнатьев конкурс управляющийĕн командин ĕçĕ-хĕлĕ çырлахтарманнине палăртрĕ: «Вĕсем лайăх шалу илеççĕ, анчах ĕç кăтартăвĕсене курмастпăр. Парăмсем чакас вырăнне ÿссех пыраççĕ». ЧР прокурорĕ Василий Пословский «Чăвашавтотрансăн» конкурс управляющине Юрий Парамонова прокуратурăна йыхравларĕ. «Çирĕппĕн калаçма тивет», — терĕ вăл предприятире ку таранччен те шалу парăмĕсене татас тĕлĕшпе лав вырăнтан тапранманнине палăртса.

Канашлура çавăн пекех суту-илÿ, общество апатланăвĕн организацийĕсенчи, такси сферинчи «сăрă схемăпа» ĕçлекенсене тупса палăртас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç-хĕле сÿтсе яврĕç. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов çирĕплетнĕ тăрăх — потребительсен рынокĕн сферинче кăçалхи сакăр уйăхра официаллă йĕркепе ĕçлемен 8 пин ытла çынна тупса палăртнă. Вĕсенчен кашни 24 пин тенке яхăн шалу /ку тытăмри вăтам ĕç укçин виçи çавăн пек/ илнине тĕпе хурсан бюджет мĕн чухлĕ çухатнине шутласа кăларма кăткăс мар. 

Пассажирсене турттаракан сферăра та «пытанса» ĕçлекенсем йышлă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Александр Николаев çирĕплетнĕ тăрăх — 2 пине яхăн машина ятарлă ирĕк илмесĕр таксире çÿрет. Вĕсенчен бюджет 40 миллион ытла тенкĕ илеймест. «Хальхи вăхăтра республикăра 37 юридици сăпачĕ, 377 çын çăмăл автомашинăпа çынсене турттарать. Вĕсене çак ĕç-хĕле пурнăçлама 1488 лицензи панă», — ку тытăмри лару-тăрупа паллаштарнă май пĕлтерчĕ вăл.

Михаил Игнатьев канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май мĕн пур вăя пĕрлештерме, шалу парăмĕсене пĕтерес, çивĕч ытти ыйтăва татса парас енĕпе çине тăрса ĕçлеме тĕллев лартрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас