Archive - 2015 - Тантăш

июня 18th

Ку ыйту пур кил хуçине те пăшăрхантарать ахăртнех. Духовкăра аш-какай, кукăль-çăмах пĕçернĕ хыççăн противене чăнах та çуса тасатма йывăр. Уйрăмах тĕпне çунса ларнă, хура тĕс çапнă çуран нихăçан хăтăлма çук пек туйăнать.

Вăхăт шав малалла шăвать. Сисмерĕмĕр те - çырăнтару тап-хăрĕ те вĕçленсе килчĕ. Юлнă çичĕ кунпа усă курса «Тантăш» хаçатпа, «Тетте», «Самант» журналсемпе туслашма васкăр! Вĕсем - сирĕн чи çывăх тусăрсем тата пулăшаканăрсем!

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издатель­ствинче 1000 экземплярлă тиражпа Раиса Воробьевăн «Чарусăр çерçисем. Шумные воробушки» кĕнеки /куçаруçи - Людмила Симоно­ва, редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Альби­на Семенова/ кун çути курчĕ.

июня 4th

мая 28th

Иртнĕ эрнере шкул ачисемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтекен ачасен пит-куçĕнче йăл кулă палăрчĕ. Парта хушшине юлашки хут ларнă çамрăксен куçĕсем куççульпе тулчĕç.

Умра - хаваслă çу кунĕсем. Шкул ачисем тинех çулталăкри чи вăрăм каникул çитнишĕн савăнĕç. Канма, сывлăха çирĕплетме майсем те çителĕклĕрех пулĕç. Хĕвелĕ те кашнине урама, уçă сывлăша, вăрманпа улăх-çарана йыхăрĕ. Кун пек чухне камăн кил-çуртра ларас килтĕр?

Полина Ивановăн çырасси - чун иленĕçĕ. Кашни саманта илемлетсе шăрçалама ăста вăл. Заметка çумне ÿкерчĕк тума та ухута. Ÿкерессипе те маттур çав вăл, ахальтен мар рес-публика шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă. Чустаран, тăмран тĕрлĕ кĕлетке ăсталассине те тахçанах кăмăллать.

Pages