Archive - 2015 - Тантăш

апреля 23rd

Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕн Анатолий Иванович Григорьев ячĕпе хисепленекен кадет класĕ Мускавран çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине халалланă «Стройпа юрă смотрĕ.

«Тантăшпа», унчченхи «Пионер сасси» хаçатпа, ачаранпа туслă учитель кам-ши тесе ыйтсан эпир ЧР тава тивĕçлĕ учительне, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташне, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе ли

Вуннăмĕш класри Марина Платонова - вĕренÿ отличници. Вăл яланах малта, пур ĕçре те хастар. Кашни шкул ачин те çавăн пек пулмалла тесе шухăшлать вăл. Тăтăшах пĕр вырăнта ларсан, аталанма тăрăшмасан йывăрлăхсене те çĕнтереймĕн, çитĕнÿ те тăваймăн.

«Тантăш» хаçат хăйĕн хастар авторĕсене яланах асра тытать, лауреат ятне тивĕçнисене вара - пушшех те. 1969-мĕш çултан пыракан ырă йăлана паян та пăрахăçламан. Редакцири лауреатсен стендне сăнанă май унчченхи çамрăк авторсен паянхи шăпи пирки те шухăшлама тытăнатăн.

Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси шкулĕн 2-мĕш класĕнчи Володя Козлов - лидер. Вĕренÿре ăна çитекен çук. Хитре почерклă арçын ача пур предметпа та «5» паллăпа вĕренет. Класс ертÿçи Надежда Евлогиевна Антонова урокра мĕн ăнлантарнине пĕр сиктерми итлесе ларать, ăша хывать.

«Пĕр çын сурать - типсе пырать, çĕр çын сурать - кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем. Çапла, йышпа пуçăнсассăн кирек мĕнле йывăр ĕçе те парăнтарма пулать. Пĕччен тертленнинче вара усси сахал. Кĕнекепе хаçат-журнал пичетлесе кăларас, телерадиокăларăм хатĕрлес ĕçре те çавăн пекех.

апреля 16th

Надежда Александровна Алексеева шкулта вĕреннĕ чухнех хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă. Вĕсене çырăнса илнисĕр пуçне редакцие çыру хыççăн çыру ăсатнă. Ĕçĕсем хаçат страницинче кун çути курсан çав тери хĕпĕртенĕ хас-тар хĕрача.

Pages