- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырă шанăç пиллекен чечек
Çулсеренех ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чылай çĕршывра Çеçпĕл чечекĕн кунне паллă тăваççĕ. Ку уяв тымарĕсене Англире шырамалла. Ăна ирттересси пирки çирĕплетекен йышăнăва 1984 çулта шăпах кунта алă пуснă.
Хăш климатра ÿснине кура çеçпĕл январь-апрель уйăхĕсенче çурăлать. Аслă Британире вара ака уйăхĕн варринче çеçкене ларать. Çавăнпа уява çак вăхăтпа, хĕвеллĕ те ăшă кунсен тата çуркуннен пуçламăшĕпе, çыхăнтарнă. Каярахпа ăна палăртасси ытти çĕршывра та анлă сарăлнă.
Англире çеçпĕле питĕ юратаççĕ. Халăхри ĕненÿ тăрăх, кил-çурт тавра лартнă çак чечексем хуçисене усалсенчен сыхлаççĕ. Çапах та çеçпĕл - чĕрĕлÿпе çĕнтерÿ символĕ. Хĕллехи сивĕсем хыççăнах тухаканскер çуркунне çитнине систерет, ырă шанăç пиллет. Голландире тюльпансене пысăк тимлĕх уйăрнă пекех Аслă Британире çеçпĕлсене ятарласа лартаççĕ.
Çеçпĕлĕн латинла ячĕ - «галянтус» - сĕт чечекĕ. Ку ÿсен-тăран малтанхи пинçуллăхранах паллă. Вăтам ĕмĕрсенче ăна тасалăх символĕ пек хакланă. XIX ĕмĕрте вара чылай çĕрте ÿстерме пуçланă. Паянхи кун тĕлне çеçпĕлĕн 20 тĕсĕ пуррине палăртаççĕ. Шел те, чылайăшĕ çутçанталăкра сахалланса юлнă. Çавăнпа вĕсене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Анчах шелсĕр чунлă çынсем çакăн умĕнче те чарăнса тăмаççĕ. Çуркунне çитмессерен вăрмана танккаççĕ, илемлĕ çеçпĕл чечекĕсене татса сутма тухаççĕ. «Ыйтнине кура - сĕнĕвĕ», - теççĕ. Эппин, çутçанталăка сăтăр кÿрекенсене хавхалантарас марччĕ, çепĕç çеçкене туянса вĕсен йышне кĕрес марччĕ. Килес ăрусем ăна ÿкерчĕксенче çеç ан курччăр тесен паянах тимлĕ пулмалла. Пуласлăх пирĕн алăра-çке-ха.
Комментари хушас