Комментари хушас

23 Ака, 2015

«Калаçакана -итлекен, ÿкерекене - куракан, çыракана вулакан кирлĕ...»

«Пĕр çын сурать - типсе пырать, çĕр çын сурать - кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем. Çапла, йышпа пуçăнсассăн кирек мĕнле йывăр ĕçе те парăнтарма пулать. Пĕччен тертленнинче вара усси сахал. Кĕнекепе хаçат-журнал пичетлесе кăларас, телерадиокăларăм хатĕрлес ĕçре те çавăн пекех. Çыраканĕ, ÿкерекенĕ, калаçаканĕ ураран ÿкиччен тăрăшсан та, анчах ун ĕçне хак паракан, йышăнакан тупăнмасан тапăлтатни те кăлăхах. «Кам валли тата мĕншĕн ĕçлетпĕр-ха эпир. Мĕн сĕнме пултаратпăр. Пирĕнтен мĕн кĕтеççĕ.» - çак ыйтусене хăйне валли кашни çыравçăпа журналистăн хуравламалла. Вара малашлăхри çул-йĕр те уçăмланĕ.

 

Çавра сĕтел хушшинче

Ака уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Шупашкарта «Паянхи вулакан, куракан тата итлекен, вĕсен чун тăрăмне йĕркелесси тата пахалăхлă информаципе, литературăпа тивĕçтересси» ятпа регионсем хушшинчи пысăк форум иртрĕ. Ăна Раççейри Литература тата Чăваш Енри К.В. Иванов çулталăкĕсене халалланă. Йĕркелÿçи - Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕ. Форума Пушкăрт, Тутар, Мари Республикисенчи, Оренбург, Самар, Тюмень тата Чĕмпĕр облаçĕсенчи чăвашла тухса тăракан хаçатсенче ĕçлекенсем, тĕрлĕ общес-тво организацийĕнче тимлекенсем, наци пĕрлешĕвĕсен членĕсем, библиотекарьсем пуçтарăннă.

Мероприятин малтанхи кунĕнче хăнасем А.Г. Николаев летчик-космонавтăн тăван тăрăхне, Шуршăлти мемориал комплексне çитсе курчĕç. Каçпа вара Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Ф.Павловăн «Ялта» пьеси тăрăх лартнă спектакльпе паллашма пултарчĕç.

Ĕçлĕ тĕлпулусем Чăваш наци библиотекинчи «Паянхи лару-тăрура чăваш кĕнекине сарассин ыйтăвĕсем» çавра сĕтелтен пуçланчĕç. Кĕнекене вулакан патне çитериччен мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет-ха. Еплерех темăсем хумхантараççĕ тĕрлĕ ÿсĕмри вулавçăсене. Библиотекăсенче чăваш кĕнекисем çителĕклĕ-и. Вулакансен кăмăлне тивĕçтереççĕ-и-ха вĕсем. Çак тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç çавра сĕтеле пуçтарăннисем. Чăваш кĕнеке издательствин ĕçĕ-хĕлĕпе презентаци урлă паллашма пултарчĕç вĕсем.

Издательство директорĕ, Чăваш Рес-публикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕн Валерий Комиссаров, Чăваш кĕнеке издательствин директор çумĕ Наталия Яхатина вăл е ку кăткăс ыйтусене еплерех татса пани, респуб-лика тулашĕнчи чăваш диаспорисемпе çыхăнусем мĕнлерех йĕркеленни çинче чарăнса тăчĕç. Чăваш Республикинчи Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Бычков та, Чăваш наци библиотекин наци литературин тата библиографи пайĕн пуçлăхĕ Галина Соловьева та, «Учколлектор» предприятин директор çумĕ Елена Петрова та çивĕч ыйтусене хускатмасăр тÿсеймерĕç. Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван» хаçатăн тĕп редакторĕ, «Тăван» чăвашсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн президенчĕ Ираида Маслова ассоциаци ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, Наци библиотекине Тюмень чăвашĕсен хаçат пуххине халалларĕ.

Тĕпре - пахалăхлă информаци

Акан 17-мĕшĕнче Наци библиотекин 4-мĕш хутĕнче «Чăваш халăхĕн çÿпçийĕ» курав уçăлчĕ. Форума хутшăнакансем Чăваш кĕнеке издательствинче 2012-2014 çулсенче кун çути курнă пичет кăларăмĕсене хак пама пуçтарчĕç. Аслă залра вара «Паянхи вулаканăн, кураканăн тата итлекенĕн чун тăрăмне йĕркелессин, вĕсене пахалăхлă информаципе тата литературăпа тивĕçтерессин ыйтăвĕсем» семинар иртрĕ. Кÿршĕ республикăсемпе облаçсенчи хăнасемсĕр пуçне тăван тăрăхри радиопа телевидени, хаçат-журналпа библиотека, аслă шкулпа влаç тытăмĕнче тимлекенсем те хутшăнчĕç унта. «Паянхи тĕнчере этеме нимрен те ытларах пахалăхлă - обћективлă, тулли, тĕрĕс - информаци кирлĕ. Ăна сарас ĕçре литература, телекурав, радио, пресса тата, паллах, Интернет пысăк вырăн йышăнаççĕ. Чăннипех пахалăхлă информаци - общество аталанăвне йĕркелесе пыракан пĕлтерĕшлĕ çăлкуçсенчен пĕри», - палăртрĕ Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов.

Валерий Комиссаров та журналистсем, çыравçăсем, кĕнекеçĕсем сĕнекен продукци - информаци тата литература - пысăк пахалăхлă пулмалли çинче чарăнса тăчĕ. «Литература этем пурнăçĕн уйрăлми пайĕ, хăйнеевĕрлĕ сăн ÿкерчĕкĕ пулнине никам та хирĕçлемĕ. Вăл шалти улшăнусене, общество саккунĕсемпе тыткаларăш йĕркисене нимрен те лайă-храх сăнласа парать. МИХсем вара тĕнчекурăма, халăх шухăшне йĕркелекен, информаци культурин никĕсĕсене хывакан вăй пулса тăраççĕ», - терĕ Валерий Петрович. Паллах, XXI ĕмĕрте чылай ыйту хумхантарать этемлĕхе. Паянхи ирĕклĕ вăхăтра массăллă коммуникаци институчĕсем темĕн тĕрлĕ пĕлÿ-хыпар та сĕнме пултараççĕ çамрăксене. Мĕнле хÿтĕлемелле-ха вĕсене сиенлĕ витĕмрен. Пĕртен-пĕр çăлăнăç - кашниех хăйĕн яваплăхне туйни, кăмăл-сипет тасалăхĕ. Çитĕнекен ăрăва усăллă, интереслĕ, пуян содержаниллĕ материалсемпе тивĕçтерес тесен шкулсен те, библиотекăсемпе клубсен те ырми-канми тăрăшмалла. Çавăнпа форума журналистсемпе çыравçăсене кăна мар, педагогсемпе библиотекарьсене те чĕннĕ ĕнтĕ.

Кашнине хумхантаракан ыйтусем

Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев предприятире кун çути куракан кĕнекесен пахалăхĕ, паянхи вулакан ыйтнине еплерех тивĕçтересси çинче чарăнса тăчĕ. Чăваш Республикинчи Наци телерадиокомпанин директорĕ Александр Магарин репертуар политикине йĕркелес ĕçри малтанхи пĕтĕмлетÿсемпе тата аталану çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ. «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпани директорĕн çумĕ Елена Егорова хальхи репертуара тимлĕх уйăрчĕ, ăна еплерех çĕнетесси пирки те хыпарларĕ. Филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, Юрий Артемьев профессор илемлĕ литературăпа паянхи этемĕн чун тĕнчине тимлĕх уйăрчĕ тĕк Раççей Федерацийĕн журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ Демьян Семенов обществăн кăмăл-сипет хаклăхĕсене йĕркелессинче хаçат еплерех вырăн йышăннине палăртрĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай «Хыпар» хаçатăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе çывăх пуласлăхри планĕсем çинчен каласа пачĕ. Илемлĕ литературăн аталанăвне еплерех курнине филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Виталий Родионов профессор, Виталий Станьял литературовед, Анатолий Кипеч çыравçă пĕлтерчĕç. «Урал сасси» чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов хальхи Пушкăртстанра чăваш литературипе пичечĕ еплерех лару-тăрура пулнипе паллаштарчĕ. Чĕмпĕр облаçĕнчи «Волга» патшалăх телерадиокомпанин «Эткер» чăваш телекăларăмĕсен редакторĕ, «Эткер» ыркăмăллăх фончĕн председателĕ Олег Мустаев журналистсен пĕрлĕхĕн ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртса Валерий Комиссарова Дипломпа чысларĕ.

Литературăпа юрă-кĕвĕ уявĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 167 çул çитнине асра тытса форума пуçтарăннисем унăн палăкĕ умне чечексем хучĕç. Семинар хыççăн вара пурте «Çыравçăн тата журналистăн саманташĕсене каланă сăмахĕ» литературăпа юрă-кĕвĕ уявĕнче савăнчĕç. Ăна Владимир Тимофеевпа Валентина Михайлова журналистсем ертсе пычĕç.

Валерий Алексеев, Юрий Артемьев, Светлана Гордеева, Николай Ишентей, Марина Карягина, Раиса Сарпи, Лидия Сарине, Елена Светлая произведенийĕсене пĕрре мар вуласа киленнĕ эпир. Хальхинче вара вĕсем хăйсем куракан умне сăвăсемпе тухрĕç. Хăйсем çырнисене кăна мар, ытти çыравçă хайлавĕсене те янраттарса вуларĕç. Дмитрий Моисеевпа Елена Зайцева журналистсен сăмахĕсем те вырăнлă пулчĕç. Дмитрий Суслин пурне те кĕнеке вулама чĕнсе каларĕ. Ольга Туркай, «Калаçакана - итлекен, ÿкерекене - куракан, çыракана вулакан кирлĕ. Ман пурнăç парни - сирĕнпе тĕл пулма тÿр килни», - терĕ. Альбина Пăрчăкан, Ирина Николаева, Елена Бриз шăрантарнă илемлĕ юрăсем вара пурин кăмăлне те çĕклерĕç.

Форума хутшăннă кашни делегаци хаклă парнесене - Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă кĕнекесене - тивĕçрĕ. Аякри чăвашсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ ку. Тăван чĕлхепе кун çути курнă, чăваш культурипе паллаштаракан кăларăмсем мулран та хаклăрах-çке-ха.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.