Вăтăр ултă çултан та манăçман
«Тантăш» хаçат хăйĕн хастар авторĕсене яланах асра тытать, лауреат ятне тивĕçнисене вара - пушшех те. 1969-мĕш çултан пыракан ырă йăлана паян та пăрахăçламан. Редакцири лауреатсен стендне сăнанă май унчченхи çамрăк авторсен паянхи шăпи пирки те шухăшлама тытăнатăн. Чылайăшĕ хăйĕн иленĕвне юратнă ĕçе куçарса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума тытăннă-çке, вĕсене кура чăвашлăх сасси çирĕпрех янăранăн туйăнать.
Хаçатăн 1980 çулхи лауреачĕсенчен пĕрне вара Комсомольски районĕнчи культурăпа кану центрĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн кунне халалланă уявра тĕлпултăмăр. Сцена çине «Тăван Атăл» журнал редакторĕ Василий Кервен тухсан Асанкасси шкулĕн директорĕ Елена Матвеевна Яндрова /хĕр чухнехи хушамачĕ - Григорьева/ вăтăр ултă çул каяллахи ырă вăхăта аса илчĕ, ахăртнех. Ун чухне вăл «Артек» лагерьте канса курнă-çке! Василий Гаврилович вара çав çулсенче «Пионер сасси» хаçатра ĕçленĕ. Ку тĕлпулу мĕншĕн çав тери хумхантарнине пĕлес тетĕр-и? Ан васкăр-ха, тĕплĕнрех каласа кăтартар.
Елена Матвеевна çирĕм çичĕ çул ĕнтĕ шкул ачисемпе ĕçлет. Хăйĕн ĕçне вăл мĕн ачаранах килĕштернĕ. Шкулта кашни урока юратнă, чăваш чĕлхи урокĕсене вара - пуринчен ытла. Мария Петровна Гаврилова вĕрентекенĕн кашни сăмахне ăса хывнă. Вулавăшра вăл тытман чăвашла пĕр кĕнеке те юлман, çĕннисем килессе хĕрача ялан чăтăмсăр кĕтнĕ.
- Учителе пит чăрмантарсах тăман пуль эпĕ, - аса илет Елена Матвеевна. - Халь ĕнтĕ ачасене çырма хистетпĕр, ĕçĕсене тĕрĕслесе паратпăр та хаçата яма сĕнетпĕр. Ун чухне эпĕ хам тĕллĕн ĕçленĕ, атте-аннене те кăтартман. Вĕсен пушă вăхăт та çукчĕ.
Редакцире тăрăшакансем - Юлия Силэм тата Василий Кервен - хаçат тусĕн Ленăн çырăвĕсене яланах хуравланă. Заметкăсене мĕншĕн пичетлеменнине, мĕнле йăнăшсем кайнине, тепрехинче мĕн çинчен çырмаллине ăнлантарнă.
- Мĕн тери савăнаттăмччĕ çав çырăва илсен. Пĕрре те кÿренместĕмччĕ. Паллах, тепрехинче тăрăшса çыраттăм. Хамăн ĕçсене хаçатра курсан манран телейли пулман та, - çав асамлă вăхăта таврăннăн хавхаланса калаçать вăл.
«Пионер сасси» хаçата çырса тăнăран хĕрача тĕрлĕ районтан тус-юлташ тупнă, пĕр-пĕринпе çыру çÿретнĕ. Вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсен вара çав туслăх малалла тăсăлнă.
Вăтăр ултă çул каяллахи апрель кунĕсене вара «Пионер сассин» хастар авторĕ Крымри «Артек» лагерьте, пĕтĕм Раççейри çамрăк корреспондентсен сменинче ирттернĕ. Путевка парнеленĕшĕн Елена Матвеевна хаçат ĕçченĕсене чунтан тав тăвать. «Артека» ăсатса яраканни Петĕр Çăлкуç пулнă, унтан кĕтсе илекенни вара - Василий Кервен. Лагерьтен мĕн тери хавхаланса, çунатланса таврăннине Елена Матвеевна паянхи пек астăвать. Шăпах çавăн чухне ăнсăртран сиксе тухнă йывăр лару-тăруран ăна Василий Гаврилович хăтарнă иккен. Пур ачана та ашшĕ-амăшĕ кĕтме тухнă, Красноармейски районĕн хĕрĕ Лена çеç пĕччен тунсăхласа çÿренĕ. Ăна кĕтекенĕсем тухайман-çке. Хаçат ĕçченĕ çакна асăрханă та хĕрача мĕншĕн киле кайманнипе кăсăкланнă. Сăлтавне пĕлсен, «Эх, ухмах! Мĕншĕн тÿрех каламарăн?» - тесе ятланçи тунă. Хастар автора вăл хырăм выççине ирттерме тата киле çитме укçа тыттарнă. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар тени тĕрĕсех çав. Çак пулăм хĕрача чĕринче ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă, тăван çĕрĕн маттур хĕрĕ пулма хистенĕ.
- Манра яланах икĕ вăй тапса тăнă, икĕ сасă. Пĕри журналист, тепри учитель пулма хистетчĕ. Эпĕ пурнăçра вĕсене яланах тытса пынă, иккĕшне те. Шкулта ĕçлетĕп ĕнтĕ. Пĕр вăхăт район хаçатĕнче те вăй хутăм, - тет ачасене хаçатпа туслаштарма тăрăшакан Елена Матвеевна.
Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри шкулĕнче вунпилĕк çул ĕçленĕ вăхăт-ра вăл «Çилçунат» кружок ертсе пынă. Учитель ĕçĕ - ачасен çитĕнĕвĕсенче. Маттур вĕрентекен патĕнче никĕс илнĕ хăш-пĕр çамрăксем халĕ республика хаçачĕсенче ĕçлеççĕ.
- Хальхи ачасем çинчен мĕн калама пулать. - паянхи лару-тăрăва хак пама пикенчĕ Асанкасси шкулĕн директорĕ. - Ача ачах ĕнтĕ вăл. Халь компьютер, Интернет вăхăчĕ. Ачана илĕртме пĕлмелле. Çав ĕç патне туртăмĕ пулсан, ăна илĕртсе ярсан вăл хаçат-журнал та вулать. Çырассипе те ертсе пымалла, паллах. Ертÿçĕн хавхалантарма пĕлмеллех, хăйĕн те çав енĕпе çунса тăмалла.
Пирĕн хаçатăн паянхи тусĕсем хушшинче те Елена Матвеевна Яндрова /Григорьева/ пек хастарçăсем пурах ĕнтĕ. Эппин, нумай-нумай çул иртсен вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн те савăнасчĕ-ха.
Лариса ПЕТРОВА.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ.