Тунсăхлама вăхăт çук

23 Ака, 2015

Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси шкулĕн 2-мĕш класĕнчи Володя Козлов - лидер. Вĕренÿре ăна çитекен çук. Хитре почерклă арçын ача пур предметпа та «5» паллăпа вĕренет. Класс ертÿçи Надежда Евлогиевна Антонова урокра мĕн ăнлантарнине пĕр сиктерми итлесе ларать, ăша хывать.

- Володя пур ĕçе те тăрăшса пурнăçлать. Калав е юмахри пулăм пирки мĕн тери илемлĕ каласа пама пултарать тата! Итленĕçемĕн итлес килет. Вуласса та артист пек хитре те яка, пĕр такăнмасăр вулать. Çавăнпах шкул тата ял библиотекисене кăмăлтан çÿрет. Килĕшекен хайлава та чун-чĕре хавалĕпе шĕкĕлчесе тухать. Халĕ тĕрĕ тĕрлессипе кăсăкланать. Тĕрлĕ салфетка хатĕр унăн. Хăйне валли кăна мар, амăшĕпе тăванĕсем валли те хатĕрленĕ. Çакăн пек маттур ача çитĕнет те Козловсен çемйинче. Куншăн хам та çав тери савăнатăп, - тет кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Надежда Евлогиевна хавассăн.

Володя çемьере пĕртен-пĕр ача. Çавăнпа ашшĕ-амăшне пулăшассине те хăйĕн тивĕçĕ тесе шухăшлать.

- Пĕччен кичем мар-и? - тесе ыйтакан тупăнсан, йăл кулать те яланхиллех хуравне тупса та хурать.

- Тунсăхлама вăхăт çук. Çĕнĕ çурт лартатпăр та аттене тăтăш пулăшма тăрăшатăп. Алла пуртă-пăчкă тытасси те ют мар маншăн. Пăта çапма та пĕлетĕп. Ĕç çумне пĕчĕклех çыпçăнни хамшăн та аван-çке. Е тата вĕренĕве илес пулсан... Халех тăрăшатăп, учитель сăмахĕсене питĕ тимлетĕп. Урокра кăна мар, киле парса янă ĕçсене те тирпейлĕ пурнăçлатăп. Аслăрах классенче олимпиада-конкурссене хутшăнса хам вăя тĕрĕслесе пăхас ĕмĕтĕм те пур-ха, - хăпартланать пур çĕрте те хастарлăхĕпе палăракан Володя.

Килте те ахаль лармасть вăл. Кашăк-чашăк çăвать, урай сĕрме те ÿркенмест. Чи юратнă ĕçĕ - кроликсене апатлантарасси. Темпе те хăналать вăл вĕсене.

- Купăстана та, кишĕре те тиркемеççĕ. Типĕ утта та хавхалансах çиеççĕ. Кĕçех вĕсемшĕн уяв çитет. Ара, çулла тата та тутлăрах çимĕçсем пулаççĕ-çке вĕсем валли. Симĕс курăк тата сĕтеклĕ пахча-çимĕç мĕн чухлĕ! Пуçтарса вĕсене сăйлама çеç ан ÿркен, - тет Володя.

Класс ертÿçи Надежда Евлогиевна Володьăн кашни çитĕнĕвĕшĕн чунтан хĕпĕртет. Унăн вĕренекенĕ кайран та, шкултан вĕренсе тухсан, пурнăçăн анлă сукмакĕпе хастаррăн та тивĕçлĕн утасса шансах тăрать.

- Тĕрĕссипе, класри кашни ачанах паян та, малашне те ăнăçупа телей сунатăп. Вĕсене эпĕ пурне те хамăн тĕпренчĕксем пек юратса хисеплетĕп, - тет вăл ăшпиллĕн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.