Чĕлхе туйăмне, чăвашлăх туртăмне çухатас марччĕ
«Тантăшпа», унчченхи «Пионер сасси» хаçатпа, ачаранпа туслă учитель кам-ши тесе ыйтсан эпир ЧР тава тивĕçлĕ учительне, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташне, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председательне Геронтий Лукиянович Никифорова калама пултаратпăр. Вăл 2006 çулта «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Раççейри чи пултаруллă учительсен конкурсĕнче Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ, çĕнтерÿçĕ пулнă.
Геронтий Лукиянович Никифоров 1953 çулхи сентябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕн Хурамал Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Салтакра икĕ çул пулнă. Пулас учитель И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕнче республикăри тĕрлĕ районтан килнĕ ачасене тăван чĕлхепе литературăна 30 çул вĕрентнĕ. Геронтий Лукиянович мăшăрĕпе Ольга Григорьевнăпа пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, ашшĕ-амăшне 8 мăнукпа савăнтараççĕ.
Республикăра Геронтий Лукияновича ачасемпе тĕрлĕ конкурс ирттернипе те питĕ лайăх пĕлеççĕ. «Тантăш» вулаканĕсене çак хастар та пултаруллă вĕрентекенпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе Геронтий Лукияновичпа хăйĕнпе курнăçса калаçас терĕмĕр.
- Геронтий Лукиянович, малтанах пирĕн вулакансене эсир «Тантăш» хаçатпа пĕрле конкурсем йĕркелеме мĕнле пуçлани кăсăклантарать. Çакăн пирки мĕн калама пултаратăр.
- Эпĕ «Тантăш» хаçатпа вунвиçĕ çултанпа туслă. Çав туслăх паянхи кунчченех пырать. Лицейра учительте ĕçленĕ май ачасемпе яланах хаçатпа çыхăну тытаттăмăр. Вĕсемпе Пичет çуртне журналистсемпе курнăçма, калаçма, хаçат ĕçĕпе паллашма килеттĕмĕр. Лицейçăсен хайлавĕсем «Тантăшра» час-часах пичетленетчĕç.
Шкул ачисен литература пултарулăхне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республикин халăх писателĕпе Г.В. Красновпа пĕрле 1997 çулта пуçласа çамрăк чăваш çыравçисен И.Я.Яковлева халаласа «Букварьтен - илемлĕ литературăна çити» конкурс ирттертерме пуçларăмăр. Ăмăртăва хамăр республикăран кăна мар, Тутарпа, Пушкăрт республикăсенчи, Чĕмпĕр тата Самар облаçĕсенчи ачасем питĕ хастар хутшăнатчĕç. Çак конкурсăн тĕп ăмăртăвĕнче чăваш писателĕсемпе поэчĕсем ачасемпе хăйсемпе мастер классем ирттеретчĕç. Унта паха ĕçсен авторĕсемпе пĕрле вĕсен ĕçĕсене тишкереттĕмĕр. Паллах, çавнашкал мелпе ĕçлени шкул ачине поэзипе прозăн илемлĕх мелĕсемпе паллашма пулăшать тата хăйĕн тавракурăмне, çырас ăсталăхне ÿстерме май парать. Хăш-пĕр çулсенче ăмăртăва 200 ытла ача хутшăнни те пулнă. Уйрăмах сăвă çыракансем йышлăччĕ. Çак конкурса хутшăннисенчен асра юлнисене палăртсах хăварас килет. Вĕсем çаксем, Елена Крылова, Алина Шамбулина, Лира Леонтьева, Женя Степанов, Александр Никифоров, Оля Васильева, Ирина Павлова, Надя Кузнецова, Света Поликарпова, Ирина Степанова, Мальвина Петрова, Валя Громова, тата ыттисем те. Çамрăк çыравçăсен пултарулăх ăмăртăвне пĕтĕмпе 15 хут ирттертĕмĕр. Шел, лицей хупăннă хыççăн çак конкурса урăх йĕркелеме май килмерĕ.
Паянхи кун пире чĕрĕ пуплев тата çыру культури хавшани, чăваш чĕлхин кирлĕлĕхĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Çакăнпа эпир килĕшме пултараймастпăр. 2014 çулхи ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Çеçпĕл Мишши 115 çул тултарнине чысласа «Чăваша - чăваш чĕлхи кирлĕ...» форум ирттертĕмĕр. Унта чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен историйĕпе культури вĕрентекенсен ассоциацийĕсен ертÿçисем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсем, ăсчахсем, чĕлхеçĕсем, писательсем тата студентсем хутшăнчĕç. Çак форума шкул вĕрентĕвĕнче тата пурнăçра чăваш чĕлхин кирлĕлĕхне, унăн пĕлтерĕшне çĕклес тĕллевпе йĕркелерĕмĕр. Канашлăва хутшăннисем хăш-пĕр шкулсенче чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсен шутне чакарнине сивлерĕç, ултă кунлăх вĕренÿ эрнине сыхласа хăварнине ырларĕç.
- Паян мĕнле проектсемпе ĕçлетĕр?
- Эпир кăçал К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Чăваш наци конгресĕпе пĕрле «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсне ирттерме йышăнтăмăр. Вăл виçĕ номинацирен тăрать, «Чи лайăх сăвă», «Чи лайăх эссе», «Чи илемлĕ ÿкерчĕк». Ку ăмăртăва Раççейри 8-11-мĕш классенче вĕренекен мĕн пур чăваш ачи хутшăнма пултарать. Конкурса ĕçсем килсех пыраççĕ. Çу уйăхĕн вĕçĕнче пултарулăх ăмăртăвне пĕтĕмлетĕпĕр.
Тепĕр курăмлă ĕçе палăртса хăвармалла. Кăçал чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине чысласа «Хура çăкăр» романа кам тĕплĕн вуланă.» викторина ирттеретпĕр. Ăна йĕркелекенсем - Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ тата «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕн» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ.
- Малашлăхра мĕн пурнăçлас килет. Мĕнле ĕмĕтсемпе пурăнатăр?
- Март уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чăваш орфографийĕ пирки пысăк конференци регион шайĕнче иртрĕ. Унта ученăйсемпе пĕрле чăваш чĕлхи вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Тавлашуллă самантсем те пулчĕç. Эпир орфографи комиссийĕ чăваш сăмахĕсене пĕрле е уйрăм, е дефиспа çырассине татса парасса шанатпăр.
Май уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче Пушкăртстанăн Слакпуç ялĕнче К.В.Иванов 125 çул тултарнине халалласа ирттерекен поэзи уявне хутшăнма хатĕрленетпĕр.
Чăваш Республикин чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен секцийĕн ертÿçи пулнă май районсен ассоциацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Районсене тухса çÿресе чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури предмечĕсене вĕрентес ыйтусене тăтăшах хускататпăр, çĕнĕ мелĕсене палăртатпăр. Шкул вĕрентĕвне Федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕ кĕрсе пырать. Çак патшалăх стандарчĕ чăваш чĕлхи вĕрентĕвĕнче çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтать. Ыйтусене эпир республика учителĕсемпе пĕрле татса пама тăрăшатпăр.
- Геронтий Лукиянович, эсир чăваш чĕлхипе литератури вĕрентĕвне лайăхлатассишĕн кирлĕ шухăш хывсах тăратăр, ĕмĕтÿсем те сирĕн пысăк. Вĕрентÿ ĕçне чуна панисĕр пуçне пушă вăхăтра эсир мĕнпе кăсăкланатăр тата аппаланатăр?
- Пушă вăхăтра кĕнеке вулама юрататăп. Çапах та чун киленĕçĕ пур - шăплăхра сăвă çырма кăмăлласси.Тĕрĕссипе каласан, хăш чухне манăн чунра вĕри хăват çуралать, сăвăсем шăрçалама хавхалантарать. Эпĕ хамăн поэзире туслăхпа юрату, çамрăк-лăх, тăван кĕтес, вĕрентекен ĕçĕ, лицейри пурнăç çинчен çыратăп. Хайлавсенче чăвашлăх туртăмне, туслăхпа юрату туйăмне, тăван тавралăх илемне сăнарлă çырма тăрăшатăп.
- Паянхи шкул ачисене, студентсене эсир мĕн сĕнме пултаратăр?
- 2008 çултанпа тăхăр класс пĕтерекенсене эпир чăваш чĕлхипе патшалăх экзаменĕ тыттарса пытăмăр. Халĕ ăна суйласа илмелли экзамен шутне кĕртрĕç те унпа экзамен тытакан йышĕ сахалланчĕ. Хам енчен эпĕ тăххăрмĕш класс пĕтерекенсене, пĕлĕве тĕрĕслеме тата чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе çак предметпа экзамен тытма сĕнетĕп. Экзамен тытсассăн тăван чĕлхен сумĕ те хисепĕ те ÿсет. Чĕлхе туйăмлă, тăван литературăпа туслă 11-мĕш класра вĕренекенсене хăйсен пурнăçне чăваш чĕлхипе çыхăнтармаллах тесе калатăп. Пире паянхи кун тĕпчевçĕсем, чĕлхеçĕсем, куçаруçăсем, çыравçăсем, шкулсене çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртекен çамрăк учительсем кирлĕ.
Çамрăксене чăваш чĕлхине аталантарас тесе мĕн кирлине туса пыма ыйтатăп. Эсир те чĕлхен йывăр лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшма пултаратăр. Пĕрлĕхре вăй пур тенине яланах асра тытасчĕ.
Чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулнă май унпа ним вăтанмасăр пур çĕрте те калаçăр тата кăçал литература çулталăкĕ. Çавна пула шкул ачисене, студентсене илемлĕ литературăна юратса вулама чĕнсе калатăп. Кĕнеке вуласан чун пуянрах пулнине манас марччĕ.
Анна КОЛЬЦОВА
студент калаçнă.