Яланах лайăххине ĕненмелле»

23 Ака, 2015

Вуннăмĕш класри Марина Платонова - вĕренÿ отличници. Вăл яланах малта, пур ĕçре те хастар. Кашни шкул ачин те çавăн пек пулмалла тесе шухăшлать вăл. Тăтăшах пĕр вырăнта ларсан, аталанма тăрăшмасан йывăрлăхсене те çĕнтереймĕн, çитĕнÿ те тăваймăн. Мал ĕмĕтлĕскер тĕрлĕ конкурс-викторинăна хаваспах хутшăнать. Çĕнтерÿ патне чунтан ăнтăлакан хĕр-упраçăн пухмачĕнче Тав хучĕпе грамота, диплом чылай.

Марина тăрăшса вĕренни тÿрех сисĕнет, киле панă ĕçсене тĕплĕн хатĕрлет, урокра учителĕн кашни ыйтăвне туллин хуравлать.

- Марина хĕрĕм шкул çулне çитичченех вулама тата çырма вĕренчĕ. Ытти ачасем те çаплах, пĕчĕкренех вулама, шут йĕркине пĕлме хăнăхрĕç. Марина - кĕçĕнни. Аппăшĕсем шкултан лайăх вĕренсе тухрĕç. Аслă пĕлÿ заведенийĕсенче ăс пухаççĕ, - каласа пачĕ Арефий Андреевич Маринăн ашшĕ. Вăл общес-тво пĕлĕвĕ, истори, право предмечĕсене вĕрентекенĕнче тăрăшать.

Ытларах правопа тата общество пĕлĕвĕпе кăсăкланакан Марина мĕнле професси суйласа илессине çирĕппĕнех пĕлтерчĕ. Вăл юрист пулас ĕмĕтлĕ. Шухăшланине пурнăçа кĕртес тесен вара чылай вĕренмелле, тăрăшмалла, конкурссенче палăрмалла. Пултаруллă хĕр-упраç çуллен иртекен «Экселсиор» наукăпа практика конференцире те пĕрре мар мала тухнă. Районти, республикăри тупăшусенчен чылай медаль çĕнсе таврăннă. Пĕлтĕр вара регион шайĕнче право предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра призер ятне тивĕçнĕ. Пысăк çитĕнÿ туни Маринăна малашне те тĕрлĕ тупăшура, ăмăртура хăйне тĕрĕслесе пăхма хистет.

Спортра та маттур вăл. Çивĕч ăслăс-кер шашкăлла тата шахматла выляма ăста. Çак енпе тăтăшах ăмăртусене те хутшăнать. Çулсерен Муркаш районĕн-чи хĕрачасем хушшинче иртекен шахмат турнирĕнче малтисен йышĕнче вăл. Улттăмĕш çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăна тухать.

- Малтан волейболла та выляма кăмăллаттăм. Халĕ вăхăт сахалтарах. Экзаменсем çывхарнипе вĕренмелли нумайланса пырать, - ăнлантарчĕ Марина. - Анчах спорт сывлăхшăн усăллине манмастăп пĕр самантлăха та... Хамăн пур çитĕнÿшĕн те аттепе аннене чунтан тав тăвас килет. Вĕсем пире яланах тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме тăрăшаççĕ, тĕрĕс воспитани параççĕ.

Ку чăнах та çапла. Арина Вениаминовнăпа Арефий Андреевич тĕпренчĕкĕсемшĕн чунтан пăшăрханаççĕ, вĕсене тĕрĕс çул çине тăратас тесе ăнтăлаççĕ. Телей уççи - çирĕп сывлăх тесе шухăшлаççĕ вĕсем. Çавăнпах та пулĕ Платоновсен туслă çемйи сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Тĕрлĕ хускану туса хул-çурăма тĕреклетесси, тĕрĕс апатланасси, кашни кун сивĕ шывпа чÿхенсе кĕлеткене пиçĕхтересси тахçанах йăлана кĕнĕ кил-йышра.

- Ачасем çуралсанах вĕсене сивĕ шыва хăнăхтарма тухтăртан ирĕк ыйтнăччĕ. Виçĕ хĕрачана та мĕн пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтартăмăр, - каласа пачĕ Арефий Андреевич. - Ачасем малашне те çак йăлана пăрахмасса шанатпăр.

Телейлĕ те туслă çемьере çитĕнекен Марина класĕнче ырă та çирĕп кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Юлташĕсем ăна хисеплеççĕ, унăн ăслă шухăшĕсене яланах итлеççĕ. Вĕрентекенсем те пултаруллăскере мухтаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Маринăна староста тивĕçне пурнăçлама шанса панă. Вăл тантăшĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.

- Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесен хăюллă, çирĕп чунлă пулмалла. Кулянмалли пулсан та нихăçан алла усмалла мар. Яланах лайăххине çеç ĕненмелле, - хаçат вулаканĕсемпе пайларĕ хăйĕн вăрттăнлăхĕсене хастарскер. - Яланах малалла утмалла, хăвна çеç шанмалла.

Нина ЦАРЫГИНА.

Муркаш районĕ,

Ярапайкасси шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.