Комментари хушас

16 Ака, 2015

Кĕнеке - пирĕн тус!

Татьяна Зиновьевна Степанова библиотекăра чылай çул ĕçленĕрен кашни ача мĕнле произведени вулама кăмăлланине самантрах каласа пама пултарать.

- Вулакан пур-ха, çук мар. Уйрăмах кĕçĕннисем такăрлатаççĕ манăн пÿлĕм умĕн-чи сукмака. Килеççĕ те вара, «Татьяна Зиновьевна, иртнинче илсе кайнă кĕнекене алăран ямасăр вуласа пĕтертĕм. Питĕ кăсăклă та интереслĕ пулчĕ. Халĕ те çавнашкаллиех илсе каясчĕ», - тесе шапăлтатаççĕ. Кĕнекисене хăвăрт тавăрса панăран, «Эсир вуламасăрах каялла йăтса килетĕр пулĕ.» - тетĕп вĕсем çине пăхса шÿтлереххĕн. «Мĕн эсир. Эпир ун пек улталамастпăр. Атте-анне те, вĕрентекенсем те суйни ырă патне илсе çитермест тесе асăрхаттарнине ăшрах тытатпăр. Çавăнпа та эпир ырă та савăнăçлă ачасем», - тесе пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулаççĕ. Пĕчĕккисем, аслисемпе танлаштарсан, çав тери калаçма юратаççĕ. Хăйсем мĕн çинчен вуланине те тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама хатĕр, - çирĕплет Татьяна Зиновьевна.

Акă чи хастар вулакансенчен пĕри - Диана Радченко. Пур çĕрте те хастарлăхĕпе палăракан хĕрача библиотекăна та хаваспах çÿрет. Килĕшекен кĕнекери сăнарсемпе кăмăлтанах паллашать.

- Çыравçăсен чĕлхипе паллашнă май, ĕнтĕ çывăх çыннăмăрсем çинчен илемлĕ заметка та шăрçалама вĕренетпĕр. Ку ĕçре, паллах, вĕрентекенĕн тÿпи те пысăк. Аслă классем хăйсен сочиненийĕсене вĕренекенсен умĕнче вуланине курнă эпĕ. Кăсăклă хайлава вара пурте тимлĕ итлеççĕ. Малалла мĕн пулать-ши тесе автор çине тĕмсĕлсе пăхаççĕ, - тет хĕрача кăмăллăн.

Марк Морозов та кĕнекесĕр, библиотекăсăр пурăнаймасть.

- Вулани ăс-тăна, тавракурăма анлăлатать. Сăмаха епле çырнине те астуса юлатăн. Е тата сочинени çырма вĕренессине те кĕнекех хăнăхтарать. Çуллахи куна юрататăп та, çав вăхăта сăнлакан хайлавсене килĕштеретĕп. Çыравçă та çав саманта мĕн тери хит-ре сăмахсемпе çырса кăтартать. Апла пулсан пире кĕнеке сăнама та, пĕр-пĕрне хисеплеме те, вĕренÿре çитĕнÿсем туса пыма та пулăшать. Татьяна Зиновьевна Степановăна вара пысăк тав! Вăл пире куллен ăшă кăмăлпа вулавăшра йышăнать. Илемлĕ литература тупса пама та ÿркенмест. Пире тата мĕн кирлĕ кунран ытла, - хăпартланать Муркаш районĕнчи Сосновка шкулĕн хастар вĕренекенĕ Марк Морозов.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.