- Чăвашла верси
- Русская версия
Туслă йыш çÿрет кунта - Сăвă та çырма ăста
Надежда Александровна Алексеева шкулта вĕреннĕ чухнех хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă. Вĕсене çырăнса илнисĕр пуçне редакцие çыру хыççăн çыру ăсатнă. Ĕçĕсем хаçат страницинче кун çути курсан çав тери хĕпĕртенĕ хас-тар хĕрача.
Паян вара Надежда Александровна Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет. Вăл - 4-мĕшсен ертÿçи. Хăйĕн вĕренекенĕсене пĕрремĕш класранпах «Тетте» журналпа туслаштарнă. Халĕ ĕнтĕ «Тантăш» хаçата та юратса вулаççĕ ачасем. Кунсăр пуçне Надежда Александровна хĕрачасемпе арçын ачасене сăвă-калав çырма хăнăхтарать. Чи ăнăçлă ĕçсене редакцие тăтăшах ярса параççĕ.
Класри чи лайăх вулакан Леня Иванов ертÿçе чун-чĕререн хисеплет, юратать.
- Пире Надежда Александровна чылай япалана вĕрентрĕ. Ÿкерме кăмăллатăп та лавккана каймассерен кăранташпа альбом туянатăп. Çитес вăхăтра «Тантăш» хаçатпа «Тетте» журнал валли ÿкерчĕксем тăвас ĕмĕтлĕ, - хăпартланать арçын ача. - Эпĕ сĕтел хушшине вырнаçсан йĕкĕреш Сашăпа Паша шăллăмсем ман çума сухăр пекех çыпçăнаççĕ. Вĕсем те ĕçе тытăнасшăн-çке!
Маша Петрова йышлă çемьерен. Çиччĕн пĕртăван вĕсем. Асли саккăрмĕш класра ăс пухать, кĕçĕнни сакăр уйăхра çеç-ха.
- Эпир чи пĕчĕккине пурте юрататпăр. Ун çинчен пĕчĕк заметка та çырас кăмăлăм пур-ха. Паллах, малтан хамăн ĕçе класс ертÿçине кăтартăп. Пăхса тухса тĕрĕсленĕ хыççăн çеç «Тантăша» ярса парăп, - ĕмĕтленет хастар Маша хавхалансах.
Тĕрлĕ авторсен чăваш кĕнекисене вулама кăмăллать Маша. Вулать те, тепĕр чухне темччен шухăша кайса çÿрет. Унти тĕп сăнарсемпе пĕрле савăнать те, хурланать те.
Ломоносов пек чаплă тĕпчевçĕ пулас ĕмĕтлĕ Настя Игнатьева шеп материал çырнă та. Çуллахи куна кăмăллаканскер шурă хута хуратса çакăн пек йĕркесем шăрçаланă. «Шкула çÿреме питĕ юрататăп. Чирлесен, пĕр кун пĕлÿ çуртĕнче пулмасан та çав тери тунсăха путатăп. Умра - каникул! Эпĕ ăна чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Ун чухне кашни кун чăх йăвинчен çăмарта пуçтарăп, кĕтÿрен таврăннă ĕнесемпе пăрусене юратса ачашлăп, йытă çурипе кăмăлтан выльăп».
Надежда Александровна вара кашнинпе кăмăллă.
- Манăн класри ачасем пурте пултаруллă. Эпир пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнатпăр, - çирĕплетет педагог хавассăн.
Элиза ВАЛАНС.
Çĕрпÿ районĕ,
Тавăшкасси.
АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас